11 июня 2009 г.
Ял ĕçченĕшĕн тепĕр яваплă тапхăр – выльăх апачĕ хатĕрлесси пуçланчĕ. Вăл мĕнле иртесси техникăран та нумай килет. Кăçал пурĕ 157 единица техника хире тухмалла, вĕсенчен 90-95 проценчĕ ĕçе пуçăнма хатĕр. “Красное знамя”, «Батыревский», «Первомайск» тата ытти хуçалăхсенче те выльăх апатне янтăлама тытăннă.
Хăш-пĕр хуçалăхсенче вырмана хатĕрленсе комбайнсене те юсама пикеннĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа 4 миллион тенкĕ ытлалăх техника туяннă, çывăх кунсенче тепĕр 4-5 миллион тенкĕлĕх килмелле.
О. ПАВЛОВА.