АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăх уявĕ

11 июня 2009 г.

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа Туçа ял тăрăхĕнче “Ачалăх уявĕ” фестиваль иртрĕ. Унта Кивĕ Ахпÿртри тĕп шкула тата “Çăлкуç” аса садне, Туçари пĕлÿ центрĕпе “Сар хĕвел” ача садне тата Анат Туçари тĕп шкулпа яслине çÿрекенсем хутшăнчĕç. Уява хутшăнакансене Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Перепелкин, Кивĕ Ахпÿртри тĕп шкул директорĕ О. Рыбкина саламларĕç.

Ачасен вăйĕпе йĕркеленĕ концерта пурте хапăл туса пăхрĕç. Уйрăмах “Пике” ушкăнри С. Козлова, С. Арланова, К. Пыркина, Туçари “Сар хĕвел” ача садне çÿрекенсен юрри-ташши куракансене килĕшрĕç.

В. Сеприханов ертсе пынипе тĕрлĕрен спорт вăййисем иртрĕç: велосипедпа ярăнасси, пушмак ывăтасси, михĕпе чупасси... Велосипедпа чи хытă чупаканнисем Д. Антонов, А. Козлов, А. Кошкин пулчĕç. Пушмак ывăтассипе хĕр ачасен хушшинче – Е. Мулюкова, арçын ачасенчен Д. Мышин палăрчĕç. Эстафета патакне Туçаран килнĕ пултаруллă ачасем чи малтан финиша çитерчĕç.

Садике çÿрекенсем хушшинче те кĕрешÿ хĕрÿ иртрĕ. Вĕрен туртассипе Кивĕ Ахпÿртсем чи вăйлисем пулчĕç. Унтан мала тухнисене тĕрлĕрен парнесемпе грамотăсем парса чысларĕç.

Чылайччен янăрарĕ ачасен сассипе Кивĕ Ахпÿрт стадионĕ. Тепĕр çул та çакăн пек пуçтарăнасса шанса саланчĕç.

И. КОЗЛОВА. Пăлакасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика