11 июня 2009 г.
Пурнăç шав малалла кайнине кура хальхи вăхăтра шкулсем те тĕрлĕ енлĕн аталанаççĕ. Класс кабинечĕсем çулсеренех çĕнелсе, пуянланса пыни уççăнах курăнать. Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкула та кăçал биологи, физика, хими, истори, вырăс чĕлхипе литература тата пуçламăш классем валли çĕнĕ оборудовани килчĕ. Çакă шкул ĕçне çăмăллатма, вĕренекенсене класс тулашĕнчи тĕпчев ĕçĕсем йĕркелеме питĕ пулăшать.
Шкулта Н. Чумерин ертсе пынипе чылайранпах “Эврика” кружок ĕçлет. Унта физикăна юратакан, тĕпчев ĕçĕпе кăсăкланакан вĕренекенсем хаваспах çÿреççĕ. Вĕсем çулсеренех район тата республика конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. КЭС “Холдинг” компани 16 регионра (пирĕн те çав шутра) энергипе пĕлсе усă курмалли, ăна упрамалли çинчен калакан “30 дней энергосбережения” конкурс ирттерчĕ. Çав конкурсра 10-мĕш “е” класра вĕренекен А. Табаков Чăваш Республикипе 1-мĕш вырăна тухрĕ. Пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна КЭС “Холдинг” диплом тата 4 пин тенкĕлĕх парне сертификачĕ парса чысларĕ.
Килĕшсе ĕçлени пысăк усă кÿретех. Ахальтен мар кашни ачана ашшĕ-амăшĕ ырра вĕрентсе ÿстерет, тăван шкул кирлĕ пек ăс-тăн парса тĕрĕс çул çине кăларать.
М.ИВАНОВА.