11 июня 2009 г.
Пĕр-пĕрне юратсан, пурăнма та пит Авангард Çак сăмахсем шăпах Патăрьелĕнче пурăнакан Александр Ильичпа Зинаида Викторовна Махмутовсем çинчен. Вĕсемпе калаçмассерен 80-ри ватăсем пĕр-пĕрне питĕ хисепленине, упранине, юратнине курса киленетĕп. Çулĕсем аслă пулсан та иккĕшĕ те вашаватлăха, хастарлăха çухатман-ха. Сăнĕсемпе те çамрăк курăнаççĕ. Ку ĕнтĕ, паллах, хăйсен пурнăçĕнче урă пурнăçпа, ĕçпе пиçĕхсе пурăннин палли пулĕ.
Ачалăхĕсем Зинапа Саньккан вăл чухнехи çамрăксенни пекех пĕр килнĕ. Вăрçă кĕрленĕ вăхăта лекнĕ вĕсем. Халĕ те Саньккан ашшĕне вăрçа ăсатнă самант куç умне тухса тăрать-ха. Илюк тете çамрăк мăшăрне 6 ачапа хăварса çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса каять. Санька çемьере асли пулнă май, пĕтĕм ĕç ун çине тиенет. Килти ĕçсемсĕр пуçне “Большевик” колхозра ака-суха, вырма тунă çĕртре ырми- канми тăрăшать. Вăл вăхăтри пурнăç никамшăн та çăмăл пулман ĕнтĕ, Махмутовсен çемйи хăйсен ĕçченлĕхĕпе пурнăçне саплаштарса пынă, ватти-вĕтти колхозра вăй хунă. Ашшĕ вăрçăран аманса таврăнсан та суранĕсем ăна ĕçлеме паман. Санькка вара йăмăкĕсемпе шăллĕсене пулăшас тесе 7 класс пĕтернĕ хыççăнах ĕçлеме тытăнать.
1950 çулта арçын тивĕçне пурнăçласа 4 çула яхăн Белоруссинче çар хĕсметĕнче пулать. Унтан таврăнсан, Канашри механизаци училищинче вĕренсе “механик-комбайнер” профессине алла илет. Патăрьелĕнчи МТС-ра вăй хума тытăнать. Кĕреш пек яштака та патвар каччăна ăçта кăна ĕçлеме яман-ши; Таврари ялсене: Сăкăта, Арапуçне, Туçана... Вырма вăхăтĕнче çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçленĕ, мĕнле çывăрас килнĕ пулсан та каччă чăтнă, ĕçленĕ.
“Ĕçне кура хисепĕ”, - теççĕ. Александр Ильича та ертÿçĕсем хавхалантарма манман. Районти комбайнерсен хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне илсен ăна костюм парнеленĕ. Çак парне йĕкĕтшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Патăрьелĕнче “СМУ по механизации животноводства” йĕркелесен, çамрăк йĕкĕте мастер ĕçне шанаççĕ. Кунта та вăл хăйĕн маттурлăхĕпе палăрать.
Пĕррехинче, Мускав çумĕнчи Обухово хулине торфра ĕçлекен ял хĕрĕсене ăсатма кайсан, каччă яштака пÿллĕ сар хĕре юратса пăрахать. Çакăнтанпа канăçне çухатать те вăл. Хĕрĕ те, вашават та вăр-вар ĕçлекенскер, маттур йĕкĕте куç хывать. Ку вăл Çĕнĕ Ахпÿрт хĕрĕ Зинаида Викторовна Михайлова.
1955 çулта икĕ юратакан чĕре пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Тĕп килтен çамрăксем уйрăлса тухса çурт лартаççĕ. Пурăннăçемĕн Махмутовсен çемйи те йышланса пырать.
1972 çулта Патăрьелĕнче “Стройсельхозмонтаж” йĕркелесен Александр Ильича участок прорабне лартаççĕ. Çак ĕçре вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хурать. 20 çул хушшинче Александр Ильчăн организацийĕ миçе пурăнмалли çурт, шкул, садик, таврари колхозсен фермисене, башньăсене, сысна витисемпе комплексĕсене хута яман-ши; Бригадăсем çине пайланса ĕçленĕ, пур çĕре те ĕлкĕрмелле пулнă, çамрăк специалистсене опыт пухма пулăшнă прораб. Рабочисен хушшинче арçын нумай пулнă пирки, Александр Ильич пуринпе те сăмах тупма тăрăшнă, вăрçмалла чухне вăрçнă, вĕрентмелле чухне вĕрентнĕ, пулăшмалла чухне пулăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна çамрăк каччăсем, пĕрле ĕçлекенсем, сума суса “атте” тесе ят панă. Халĕ те манмаççĕ-ха ăна ĕçтешĕсем, уявсенче яланах чĕнеççĕ, тав сăмахĕсем калаççĕ.
Калаçса кайнă май хăйĕнчен хăй тĕлĕнет Александр Ильич, ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хăват, вăхăт çитернĕ-ши ун чухне..; Ĕç вăхăчĕ хыççăн çĕрĕпе кÿршĕ ялсене çÿресе ăшăтмалли пăрăхсем вырнаçтарнă, ирхине каллех ĕçре вăй хунă. Çавăнпа ĕнтĕ унăн пысăк çемйи яланах тату пурнăçпа пурăннă, çурт-йĕрĕ те кермен пек.
Ĕçчен те маттур прораба пуçлăхсем те хавхалантарсах тăнă. Çакна Александр Ильичăн тĕрлĕ çулсенчи Хисеп хучĕсемпе медалĕсем çирĕплетеççĕ. 1980 çулта ăна “Чăваш АССР тава тивĕçлĕ строитель” ят парса чысланă.
Александр Ильичпа Зинаида Владимировна халĕ те ĕçсĕр лармаççĕ. Александр Ильич çуркунне çитсенех сад пахчинчен кĕмест. Сачĕ те кĕрсен тухас килмелле мар илемлĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна йывăç ÿсмест пуль кунта. Çак илеме Александр Ильич хăй аллипе тăвать: йывăçне касать, сыпать, сăрлать, кăпкалатать. Зина аппа вара çăвĕпех пысăк пахчара аппаланать. Пахчи яланах тап-таса унăн, çум курăка пĕр шит те ÿсме памасть вăл.
“Хамăн пурнăçра арçын тивĕçне пĕр пунктне пурнăçлаймарăм, ывăл çуратман, анчах та хĕрсем те пурте маттур, кĕрÿсем маншăн ывăлсем пекех, хисеплеççĕ, пулăшсах тăраççĕ”,– тет 80-ри аксакал.
Савăнмалăх, мухтанмалăх пур ватăсен ачисемпе, мăнукĕсемпе. 5 хĕр, 8 мăнук, 1 кĕçĕн мăнук Александр Ильичпа Зинаида Викторовна Махмутовсен. Хĕрĕсене пурне те аслă пĕлÿ пама тăрăшнă вĕсем. Асли – Надя, предприниматель Ржевра хăйĕн çемйипе пурăнать. Иккĕмĕшĕ –Люба Патăрьелĕнчи тĕп садикра вăй хурать.
Вера Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалта библиотекарь, Валя Шупашкарта судьяра тăрăшать, Таня “ЛУКОЙЛ” фирмин менеджерĕ, Шупашкарта пурăнать. Пурте маттур та ĕçчен вĕсем, ашшĕ - амăшĕ патне килсех çÿреççĕ, кил хушшинчи пысăк ĕçсене харăс тăрса ĕçлеççĕ. Александр Ильичпа Зинаида Владимировна Махмутовсенчен тĕслĕх илмеллех пирĕн, ÿсекен ăрăвăн. Пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурăнсан пурнăç та илемлĕрех иккен.
Нина МАЗЯКОВА.