17 июня 2009 г.
Çĕр ĕçченĕ авалтанах çĕр çинче тăварпа касăлса ĕçленĕ. Çурхи ĕçсем вĕçленсен вара чаплă уяв йĕркеленĕ. Çак ырă йăла халĕ те кивелмест, пачах урăхла, вăйланса, çĕнелсе пырать.
Акă, Шăнкăртам вăрманĕнчи “Хĕвеллĕ” уçланкăра июнĕн 12-13-мĕшĕсенче районти “Акатуй-Сабантуй” иртрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак уява кăçалхипе 58-мĕш хут паллă турĕç. Яланхи пекех халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Пĕрремĕш кун уçланкăра ача-пăча савăнчĕ. Тепĕр кун вара ĕç паттăрĕсене чысларĕç, юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе килентерчĕç, спорта кăмăллакансем тĕрлĕ ăмăртура тупăшрĕç.
Çурхи ĕçсем вĕçленнĕ ятпа халăха район пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г. Чернова, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Енилина, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Л. Кураков академик ытти сумлă хăнасем саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç. Уяв мĕнлерех иртни пирки çитес номерте тĕплĕнрех паллаштарăпăр.
А. ИВАНОВ.