17 июня 2009 г.
Патăрьел районĕн прокуратури Роспотребнадзорăн районти пайĕпе, райветстанципе пĕрле промышленность, йăла, биологиллĕ каяшсене упрамалли вырăнсене тишкерсе тухрĕ.
Районта йăлари хытă каяшсене тăкмалли пĕр полигон тата 23 вырăн пур. Вĕсем пурте хăй тытăмлăх органĕсен балансĕ çинче тăраççĕ. Экологи контролĕ тата мониторинг полигонра çеç пулса пырать, ыттисенче ку ĕçе йĕркелеме çеç пуçланă.
Патăрьелĕнчи çÿп-çап полигонĕ 4,4 гектар йышăнать. Ун йĕри-тавра карта тытман, тăпраран вал тăвассине вĕçлемен, шлагбаум çук. Полигон çывăхĕнчи çулсен айккине тасатса тăмаççĕ. Çавăн пекех полигона тĕрлĕ йышши çÿп-çап валли пайласа тухман. Çутă, пушара хирĕç кĕрешмелли ха-тĕрсем çук.
Çÿп-çап полигонĕнче санитари правилисене пăсни халăх сывлăхĕшĕн, ялсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та прокуратура райадминистраци пирки суда заявлени ярса пачĕ. Прокурор ыйтăвне суд пурнăçларĕ.
Ял тăрăхĕсенчи çÿп-çап тăкмалли вырăнсене тĕрĕслени вĕсем санитарипе экологи ыйтнине тивĕçтерменнине кăтартса пачĕ.
Сăмахран, Первомайски ял тăрăхĕ çÿп-çап вырăнне карта тытса пĕтермен, тĕл-тĕл тăпра валĕ те çук, унăн территорине йывăç лартса симĕслетмен, пымалли çулĕ те начар.
Туçа ял тăрăхĕн Пăлакасси патĕнче хушман çĕрте çÿп-çап тăкмалли вырăн тунă. Çакăн пек тĕслĕх Патăрьел масарĕ çывăхĕнче те пур.
Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем çÿп-çап вырăнĕсем енĕпе хăйсен тивĕçне туллин пурнăçламан пирки район прокуратури суда заявленисем ярса пачĕ, пĕр ял тăрăх пуçлăхĕ пирки административлă ĕç пуçарнă.
Районта 48 выльăх масарĕ пур, вĕсенчен 44-шĕнче çĕпĕр язвипе чирлĕ выльăх пытарнă. Масарсенчен ытларахăшĕ ялсемпе шыв тăракан вырăнсенчен 1-1,5 километрта.
Биокаяшсене, тĕпрен илсен, Çĕрпÿри ветсанутильзавод илсе кайса тăрать. Вĕсене турттарма ятарлă машинăсемпе усă кураççĕ. Çавăнпа та 1996 çултанпа вĕсенче выльăх пытарман.
Выльăх масарĕсене пурне те инвентаризациленĕ, карттăсем çине ÿкернĕ, унсăр пуçне кашнин ветеринари-санитари карточки пур.
Ял тăрăхĕсене унччен тĕрĕсленĕ хыççăн представленисем панăччĕ, вĕсенче кăтартнă кăлтăксене пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Çĕньял ял тăрăхĕн выльăх масарĕ çинче “Çĕпĕр язви” тесе çырнă хăма çук. Кун пирки суда заявлени панă.
Çÿп-çап тăкмалли вырăнсенче, выльăх масарĕсенче йĕркелĕхе çирĕп пăхăнмалла.
В. ПУТЯКОВ,
район прокурорĕн
аслă пулăшуçи.