17 июня 2009 г.
Роспотребнадзорăн Патăрьел районĕнчи территори пайĕ “Дуслык” ял хуçалăх кооперативĕпе “Сар хĕвел” ача сачĕ санитари-эпидемиологи çинчен калакан саккунсене мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслерĕ.
Тĕрĕслев “Сар хĕвел” ача садĕнче чылай кăлтăксене палăртрĕ. Сăмахран, савăт-сапа çумалли ваннăсене централизациленĕ сивĕ тата ăшă шыв системипе çыхăнтарман. Ача умывальникĕсене ăшă шыв пымасть. Таса тум-тир хумалли шкафсенче çÿлĕксем çук, вĕсене типĕтме тата якатма пÿлĕм уйăрман. Медицина пÿлĕмĕнче умывальник, сивĕ тата ăшă шыв, канализаци çук. Ку пÿлĕме нÿрлентерсе тасатма меллĕ мар. Вылямалли, çывăрмалли пÿлĕмсенче лампочкăсене плафонсемпе хÿтĕлемен. Вунă кунлăх меню туса çирĕплетмен. Виççĕмĕш блюдăсене “С” витаминпа пуянлатман. Саккуна пăснăшăн ача сачĕн заведующине 2000 тенкĕ штраф панă.
“Дуслык” хуçалăхра сиенлĕ производствăра санитари йĕркисене пăхăнмалли программа хатĕрлемен. Гаражсенче таса мар, вĕсене вăхăтран вăхăта çеç тасатаççĕ. Пестицидсем, агроимçам хумалли склад çук. Артезиан çăлĕсем таврашĕнче хÿтлĕх зони йĕркелемен, шыв пахалăхне тĕрĕслеттермен.
Хуçалăх председательне административлă право йĕркине пăснăшăн 2000 тенкĕ, юридици сăпатне – “Дуслык” хуçалăха 10 пин тенкĕ штрафланă.
Санитари-эпидемиологипе çыхăннă саккунсене уйрăм çынсен те, юридици сăпачĕсен те туллин пурнăçлама хăнăхмалла.
Н. СЕРГЕЕВА,
Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк
районĕсенчи тĕп патшалăх санитари врачĕ.