17 июня 2009 г.
Кашни ялтах мăн аслашшĕ-асламăшĕн ырă ĕçĕсене малалла тăсакансем, ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма хăнăхтаракан çемьесем çук мар. Вĕсемпе ыттисене паллаштарасах килет. Сăмахăм кунта Аслă Чементи вăтам шкулта ĕçлекен Н. Кошелева çинчен пырать. Тĕп ĕçсĕр пуçне обществăлла пурнăçа явăçасси унăн амăшĕнченех куçнă пулас. Лидия Филипповна Капитонова, чылай çул хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер, пĕр мероприятинчен те юлман. Пуху-канашлу унсăр иртмен. Халăх сÿтсе явнă ыйтусене хаçат страницисенче кун кăтартма хыпарласах тăратчĕ. Надежда Васильевна та çавах. Кашни çынрах лайăххине курма пĕлет. Пĕрре пăхсан ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Сахал-им пирĕн хушăмăрта ĕçре маттуррисем, пурнăç пăрнăçĕсем умĕнче пуç усманнисем. Анчах Н. Кошелева çил вĕрнипех хуçăлманнисен йышĕнчен. Ыттисене те çакна хăнăхтараканнисен шутĕнчен. Ачасене пĕлÿ тĕнчипе утма хăнăхтарать вăл. Ют çĕр-шыв чĕлхин урокне вĕренекен кăмăлтан çÿретĕр тесе вăй хурать.
Ачасемпе ĕçлесси шкулта çеç вĕçленмест Н. Кошелеван. Аслă Чемен ял тăрăхĕн депутачĕ вăл. 5-мĕш округра каллех çитĕнекен ăрупа вăй çитнĕ таран ырă ĕç тăвать. Садовăй урамра шкул çулне çитнисемпе пĕрлешсе çемье çавăрма вăхăт çывхарнисем 23-ĕн шутланаççĕ. Вĕсенчен 12-шĕ – хулара. Ĕçлекенни те, вĕренекенни те пур. Тăххăрăн сумка çакса шкула утаççĕ. Вĕсенчен “Надежда” отряд йĕркеленĕ. Командирĕ А.Кошелев. Ачасемпе ырă ĕç сахал мар тунă. Урама тирпей-илем кĕртме явăçаççех вĕсем. Çырма-çатрана çуркуннехи хăрăк-туратран, çÿп-çапран тасатрĕç. Юпасене шуратассине йĕркелерĕç. З. Егорова хуçалăхĕ умĕнчи кирпĕче куçарчĕç. Касра пурăнакан ватăсен урайĕсене çума та ÿркенмеççĕ. Туслăха мала хураççĕ ачасем. Нумайăшĕ спорт ăмăртăвĕсенче, конкурссенче хастар. М. Егорова, Алешăпа Женя Кошелевсем алă вăйĕ виçсе, йĕлтĕрпе чупса тата теннисла выляса районта малтисен шутĕнче пулчĕç. Ытти конкурссенче те Е. Зотовăпа Ж. Кошелева районта мала тухма пултарчĕç. Саша Смоловпа Женя Чернов (ыттисем пекех) пĕр ĕçрен те пăрăнмаççĕ.
Кашни çулах Н. Кошелева ертсе пынипе август уйăхĕнче концерт лартаççĕ.
Эрех-сăра ĕçни, пирус туртни, наркотик тутанни пурнăçа хавшатать. Ку темăсемпе те калаçу ирттерме ÿркенмест.
Халăх хушшинче пулнăранах депутата суйланă та ĕнтĕ Надежда Васильевнăна. Çак тивĕçе те тÿрре кăларма тăрăшать вăл.
А.АСТРАХАНЦЕВА.