17 июня 2009 г.
Районти тĕп библиотека фондĕнче 405175 экземпляр кĕнеке. Вĕсене çĕнетессипе çуллен ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул федераци, министерство, вырăнти бюджет пулăшăвĕпе 5363 кĕнеке, брошюра, электронлă издани хутшăннă.
Паянхи библиотека вăл кĕнеке упракан вырăн çеç мар, унта хăйне евĕрлĕ электронлă “архив” та пур. Çакă кунта ĕçлекенсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме ыйтать те ĕнтĕ.
Тĕп библиотекăна 2640, ача-пăчанне 2009 вулакан çырăннă.
Иртнĕ çул “Акатуй-Сабантуй” слайд-шоу тунăшăн библиотека ĕçченĕсем ырă ята тивĕçнĕ. Çемье çулталăкĕн пуçламăшĕнче нумай çул килĕшÿре пурăнакан Енилинсен çемйи слайд-шоуне кăларнă. Краеведени материалĕсемпе электронлă ресурссем хатĕрленĕ. Студентсем, суйлавçăсем, вулакансем валли информациллĕ буклетсем тунă.
Паянхи информациллĕ технологине алла илес ĕçре квалификациллĕ, пуçаруллă, ăста специалистсем кирлĕ. Çавна май библиотека ĕçченĕсем хăйсен квалификацине те ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ. Информаци центрĕн заведующийĕ М. Хлебникова “Чăваш Республикин пичет летопиçĕ” патшалăх библиографи указателĕн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ çавра сĕтел ларăвне хутшăнчĕ, вырăнти ĕçпе паллаштарчĕ.
Ялсенчи тĕслĕхлĕ библиотека заведующийĕсен информациллĕ-коммуникациллĕ технологисен хатĕрĕсемпе усă курас ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе “Компьютера вĕренессин шкулĕ” курс ĕçлерĕ. Пурте унта çÿрерĕç. Çакăн усси пурах. Семинарсем, мастер-класс, методика кунĕсем, тренингсем, канашлусем, пĕр-пĕрин ăсталăхне вĕренмелли тĕл пулусем, практика занятийĕсем ирттерни, уйрăмшарăн консультацисем пани те вырăнлă тесе шутлаççĕ. Тин çеç ĕçе пуçăнакансене те кирлĕ хăнăхусем параççĕ. Комсомольскине, Çĕмĕрлене, Елчĕке, Шупашкарти наци тата ача-пăча библиотекисене семинар-канашлăва кайнă, ыттисен ĕç ăсталăхне вĕреннĕ. Наци библиотекинче вăй хуракансем района килсе те канашлу ирттернĕ. 4 библиотекарь Чăваш патшалăх культура тата искусство институтĕнче квалификацине ÿстернĕ.
“Литературăллă Чăваш Ен: чи ла-йăх вуланакан кĕнеке” конкурса хутшăнни мĕн пур категориллĕ библиотекăпа усă куракансене кĕнеке культурине анлăн явăçтарма май парать. Раççей шайĕнчи “Манăн Раççей” “Аленький цветок” конкурссенче хастар хутшăннă. “Кĕнекепе – Çĕнĕ çула!” конкурсра та ăнăçусем пур. Ача-пăча библиотекин заведующийĕ Т. Такмакова “Конкурссем йĕркелекен активлă библиотекарь” ята тивĕçрĕ.
“Пĕрле вулама хаваслă” конкурса 11 библиотекăран 23 ĕç тăратнăччĕ.
Ĕçре лайăххипе пĕрлех кăлтăкĕсем те пур. Библиотекарьсем кĕнеке вулакансен йышĕ чакнăшăн пăшăрханаççĕ. Апла пулсан, пурнăç ĕçе çĕнĕ мелсем кĕртме хистет. Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ, кĕнеке чи çывăх тус пултăр тесен шкул çулне çитмен кашни ача, вĕренекенни, ĕçлекенни, тивĕçлĕ канăва тухни патне те çул тупмаллах. Çакна тума библиотека ĕçченĕсен вăй-халĕ çителĕклех.
А. ИВАНОВА.