АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăç çунат хушать

17 июня 2009 г.

Сирĕн хăçан та пулин таврари сăнсемпе интересленме тÿр килмен-и; Мĕн чухлĕ çын хупăрлать сире. Пурте вĕсем тĕрлĕрен: сăн-сăпачĕпе те, кăмăл-туйăмĕпе те.

Кашни çын хăйне май, кашнин урăх сăн. Пĕрисем сан çине хаяррăн, сивĕ куçпа пăхаççĕ. Теприсен пичĕ çинче вара çепĕç кулă, ырă куç. Эсĕ вара, çак çынсене сăнаса, шал енчен темле улшăнатăн. Пĕрре кулас, тепре шеллес те килет вĕсене, ытларах чух вара çуралнă туйăма палăртас кăмăла путаратăн.

Кăмăлсăр пăхакан куçпа тĕл пулсан, паллах, эсĕ тÿрех пуçна пăратăн, урăх çĕрелле сăнатăн, анчах каллех темле ырă мар е шухăшсăр çын çине тăрăнатăн. Кун пек чух вара ирĕксĕрех шухăша путатăн. Мĕн пăшăрхантарать-ши çакăн пек çынсене; Паянхи пурнăçпа кăмăлсăр-ши вĕсем е кашнин хăйĕн уйрăм нуша; Паллах, тем шутласан та, сăнран пăхса тепĕр çыннăн шухăш-кăмăлне ăнланма йывăр тата кирлех-ши çакă; Кашнин хăйĕн кун-çулĕ, пире вара вăл пачах та интереслентермест, енчен те çав çын пирĕншĕн çывăх пулмасан.

Çапла, сан кăмăлу мĕнле пуласси те хăш чух тепĕр çынпа çыхăннă. Кичем те салху сăнсем хушшинче сан савăнăçлă туйăму та çухалать, куçунта çиçекен ялтăр çутă та тĕттĕмленет. Çав вăхăтрах савăнăçлă та ăшă куçпа пăхакан сăнсемпе тĕл пулсан санăн хуçăк кăмăлу çĕкленет. Эсĕ те ыттисем пекех пулма тăрăшатăн. Анчах та яланах çакăн пек мар. Хăш чух чунри йывăрлăха темле чипер сăнсем те улăштараймаççĕ. Хутран-ситрен вара эсĕ, хăвна хăв çĕнтерес тесе, сана темле йывăр пулсан та, çынсем хушшинче савăнăçлăн курăнма тăрăшатăн. Апла пулсан сан кăмăл-туйăму мĕнле пуласси ытларах хăвăнтан килет. Темле пулсан та таврари çынсене ăшă та таса куçпа пăхма тăрăш. Ун пек чух вара сана хăвна та çăмăлрах пулĕ.

Хуйхă çавăрса çапать, савăнăç çунат парать. Асра тытар çакна.

С.КУЛАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика