АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НИКОЛАЙ АТТЕ ПУРНĂçРАН УЙРĂЛЧĕ

17 июня 2009 г.

2009 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче Тăрăнти Николай Святитель ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Николай Яковлевич ГАЛКИН пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Пурнăçăн юлашки çулĕсене вăл пĕтĕмпех чиркĕве халалларĕ.

Пенсие кайиччен 35 çул хушши Н.Я. Галкин педагогика ĕçĕнче тăрăшнă. Унтан Комсомольски районĕнчи Луцки чиркĕвĕнче алтарникра, каярах Çĕнĕ Шупашкар храмĕнче тияккăнра ĕçленĕ. Ун хыççăн ăна чи ватă храмсенчен пĕрин – Патăрьел районĕнчи Тăрăнри Николай Святитель чиркĕвĕн настоятелĕ пулма пилленĕ.

Н.Я. Галкин Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пĕтĕм халăхпа пĕрле фашизма хирĕç кĕрешме тухнă. Ăна “Ленинграда хÿтĕленĕшĕн” медальпе, 1-мĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕпе, юбилей медалĕсемпе наградăланă.

Мирлĕ ĕç тапхăрĕнче те Николай Яковлевич нумай наградăна тивĕçнĕ. 80 çул тултарнă ятпа ăна Епархи грамотипе чысланă. 2009 çулхи майăн 31-мĕшĕнче 85 çулхи юбилейпа Варнава владыка патриарх наградине – хаклă чулсемпе илемлетнĕ Хĕрес çакса янă.

Ырă та кăмăллă, чăн-чăн çыннăн Николай Яковлевич Галкинăн çутă сăнарĕ пирĕн чĕрере ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.

Н.И. Глухов, Р.В. Селиванов, М.В. Петров, И.А. Дикин, М.М. Калмыков, Анатолий благочиннăй.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика