17 июня 2009 г.
Тăрăн чиркĕвĕнче 17 çул хушши настоятель пулса ĕçленĕ протоиерей Николай Яковлевич Галкин священник, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă педагог 86 çула кайса, йывăр чирленĕ хыççăн хăйĕн куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Çак хурлăхлă хыпар Кăнтăр округĕнчи Турра ĕненекен кашни çын чĕрине ыраттарчĕ. Виçĕ кун хушши Тăрăн чиркĕвĕнчен халăх татăлмарĕ. Ватă священникпе сыв пуллашма, унăн тупăкĕ умĕнче кĕл тума çынсем ушкăнпа е пĕрерĕн килсе çуртасем çутрĕç, чечексем килсе лартрĕç.
Июнĕн 13-мĕшĕнче Тăрăна хурлăхлă литурги кĕллине ирттерме пĕтĕм тавраран священниксем, общественность представителĕсемпе чиркÿ çыннисем тата Турра ĕненекенсем йышлăн пухăнчĕç. Литурги хыççăн аслă панихида кĕлли иртрĕ.
Чиркÿ çумĕнчи симĕс йывăçсем айне хатĕрленĕ лăпкă вырăнта Николай атте ĕмĕрлĕх канлĕх тупрĕ. Пытарма пухăннă çынсем унăн вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç. Ял çийĕн хурлăхлă чан сасси янрарĕ.
Л. ЛЯЛЬКИН.