АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуй, эс ÿлĕм пух уçланкăна.

20 июня 2009 г.

«Акатуй-Сабантуйăн» иккĕмĕш кунĕ те савăк кăмăлпа пуçланчĕ. Ирпе-ирех уçланкăна татти-сыпписĕр çын утрĕ. Пĕрисем çемьепе, теприсем тантăш-пĕлĕшпе, виççĕмĕшсем çывăх çыннисемпе чăваш, вырăс, тутар кĕвĕ-çеммипе киленсе Чăваш Енри Çĕр ĕçченĕн, Раççейри Çамрăксен çулталăкĕсене халалласа хатĕрленĕ уявăн тĕп сцени умне пуçтарăнчĕç.

Уяв пуçланас умĕн хĕрсемпе каччăсен ушкăнĕ пысăк вăйă картине тăрса халăх юррисене шăрантарнă хыççăн 58-мĕш «Акатуй-Сабантуйăн» тĕп сценине кашни ял тăрăхĕнчен пуçтарăннă юрă-ташă ăстисем йышăнчĕç. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов ака-суха хыççăн çĕр ĕçченне, ăмăрту паттăрĕсене чысламалли уява уçрĕ, пурне те савăк кăмăл, ăш-пиллĕ кану сунчĕ. Районăн чи хастар ĕçченĕсем, «Звезда» хуçалăхри сысна пăхакан Г. Суркова, «Дуслык кооперативра вăй хуракан А. Мустафин тракторист, Тутар Сăкăтĕнчи Н. Абитов спортсмен ялав хăпартнă хыççăн район пуçлăхĕ Н. Глухов уяв саламне малалла тăсрĕ.

Кăçалхи «Акатуй-Сабантуй» Раççей кунĕпе тÿр килнĕрен, чăн малтанах вăл уçланкăна пĕрлехи савăнăçа пайлама килнисене çак уявпа саламларĕ. Кирек мĕнле пулсан та Патăрьел районĕ хăй пĕчĕк çĕр-шыв-çке, Раççейĕн пĕр пайĕ!

– Патăрьелсен, паттăр ен ĕçченĕсен, пултаруллă ывăл-хĕрĕсен яланхиллех çитĕнÿ пайтах. Кăçалхи ака-суха ĕçĕ хыççăн та çаплах пĕтĕмлетÿ тума пулать. Кашни отрасльтенех вуншар-вуншар ырă тĕслĕхлĕ, малта пыракан ĕçченсен ячĕсене асăнма пулать. Чылайăшне паян ятран асăнăпăр, – терĕ кĕскен район пуçлăхĕ Николай Иванович район халăхне çурхи ĕçсем вĕçленнĕ ятпа саламланă май.

Ĕç паттăрĕсене чысламалли уяв нихăçан та хаклă та хисеплĕ хăнасемсĕр иртмест. Кăçалхи «Акатуй-Сабантуя» Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г. Чернова хапăл тунă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче Патăрьелсене малашне те яланхиллех ĕçре пултаруллă та кăтартуллă пулма, кану уявне лайăх ирттерме ырă сунчĕ.

Ентешсене уявпа саламлама чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Л. Кураков академик та çитнĕ. Пĕччен çеç те мар, аслă шкулти пултаруллă студент-артистсемпе спортсменĕсем те килнĕ, каярахпа вĕсем хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.

Районти 58-мĕш «Акатуй-Сабантуй» ячĕпе ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Енилина, тĕп хуламăрти строительство техникумĕн директорĕ П. Мишин, ЧПУ проректорĕ О. Викторов тата ытти хăнасем саламларĕç, тивĕçлисене Хисеп грамотипе тата парнесемпе чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика