20 июня 2009 г.
Савăнăçлă чыслав вăхăчĕ иртнĕ хыççăн «Акатуй-Сабантуйăн» капăрлатнă сценине Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ А. Шакин тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П. Никитин аккомпаниатор ертсе пыракан пĕрлештернĕ хор уява пухăннисене Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă юрăпа саламларĕ, «Тыр-пул уявĕ» вокалпа хореографи сюитине кăтартрĕ. Вĕсем хыççăн кашни ял тăрăхĕн сцена ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Уçланкăра тĕрлĕ халăх юррисем вăрман çийĕн ян та ян! туса аякка саланчĕç, тăпăртатма пулăшакан такмакĕсем кашнийĕн кăмăлне уçрĕç.
Коллективсенчен чăн малтанах Сăкăт халăх хорĕ хак илчĕ. 15 хĕрарăм та 8 ар-çын икĕ баян çеммипе юрăсене 2-3 сасăпа хитрен шăрантарчĕç. Хора, сюитăна ял тăрăх пуçлăхĕ В. Кузнецов хăй хастар хутшăнни те кăмăллă.
Сăмах май каласан Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Петровпа Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Медведев та пĕрлештернĕ хорăн ташă сютинче çулĕсене кура мар урисене урайне лектермесĕр çăмăллăн ташласа тĕлĕнтерчĕç.
Чылай чухне фольклор ансамблĕсем сцена çине тухнă чухне шăп та лăп пĕр тĕрлĕ тумпа тухмаççĕ. Хирти Пикшикри «Хĕлхем» ансамбль сцена çине тухсан 11 пики те йĕкĕреш тейĕн. Пурин те пĕрешкел ешĕл симĕс кĕпе, пĕр пек тĕрĕллĕ шурă саппун, тухья, хура туфли, юрланă чух сцена çинче ирĕккĕн тытма пулăшакан пĕрешкел сăмса тутри... Пăхма та, пахалама та кăмăллă пулчĕ.
Юрра-ташша кăмăллакансем яланхиллех В. Верликов ертсе пыракан Каншелĕнчи «Çăлкуç» халăх фольклор ансамбль, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ работникĕ В. Антонов ертсе пыракан Çĕньялти «Илем» ансамбль, ра-йонти культурăпа кану центрĕнчи «Жемчужина», «Рада» ташă ушкăнĕ, хăш-пĕр уйрăм çынсен пултарулăхне тăвăллăн алă çупса хакларĕç.
Самарăран инçе çула кĕскетсе пирĕн уява курма килнĕ «Кĕмĕл сасăсем» фестиваль лауреачĕ А. Емельянов Патăрьелсене шăнкăрав евĕр сассипе тыткăнларĕ.