20 июня 2009 г.
«Акатуй-Сабантуйăн» тĕп сценин икĕ енĕпе кашни ял тăрăхĕ уйрăм палаткăсенче ĕлĕкхи йăла-йĕркене, çи-пуçа, апат-çимĕçе аса илтерсе паха курав йĕркеленĕ. Мĕн кăна çук-ши унта! Пир тĕртмелли хатĕр, ĕлĕкхи ухват, сăпка тата ытти те. Ÿркенменнисем çăкăр-тăварне те, кăпăклă сăрине те, хаяр шĕвекне те, хуплу-пÿремечне те хатĕрлесе тухнă.
Пĕчĕк йывăç çурта аса илтерекен пÿлĕмрех алă ăстисен ĕçĕсем. Мĕн тĕрлĕ çĕвĕ, тĕрĕ çук-ши унта! Аслă Чементи А. Семенова алă ăстин ĕçĕсене пахаламасăр никам та иртсе каймарĕ-тĕр. Халь-халь хĕм сапса тăракан çеçкесенчен ырă шăршă тухнăн туйăнать.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă йăла-йĕркепе çыхăннă куравра ял тăрăхĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Тăрăн, иккĕмĕшне Туçа, виççĕмĕшне Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсем тухрĕç.
А. ЕГОРОВА.