АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса ĕçленĕ хыççăн савăнма та кăмăллă

20 июня 2009 г.

Кăçал хуçалăхсем çур акине кĕске вăхăтра ирттерме пултарчĕç. Пĕрчĕллĕ культурăсем 20052 гектар никĕсе хывнă, çĕр улми 5682 гектар лартнă, пахча-çимĕç тата сахăр кăшманĕ 1189 гектар йышăнаççĕ. Республика Президенчĕ Н. Федоров Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче тĕш-тырăран тата «иккĕмĕш çăкăртан» пысăк тухăç илмелли пирки каланăччĕ, Патăрьелсем çакна шута илсе ĕçлеççĕ те.

Уйрăм хуçалăхсем, фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем вăй илсе пыни сисĕнет. Чылайăшĕ патшалăх паракан кредитсемпе усă курса аталанать. Кашни тăваттăмĕш хуçалăх кивçен укçа илнĕ, унăн хисепĕ 599 миллион тенкĕпе танлашать. Районти АПК предприятийĕсем çăмăллатнă кредитпа 365 миллион тенкĕлĕх усă курнă.

Ялти çынсен пурнăç условине лайăхлатма Президент программисем те нумай пулăшаççĕ: газификаци, çурт-йĕр тата çул тăвасси, таса шывпа тивĕçтересси. Паян çĕр ĕçĕпе тăрăшакан та лайăх условисенче пурăнать.

Пĕчĕк тата вăтам бизнес Патăрьел районĕнче çуллен вăй илсе пыни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Предпринимательсен шучĕ çуллен ÿссе пырать, халăха кирлĕ тивĕçтерÿсем те нумайлансах пыраççĕ.

Çул ыйтăвĕ яланах чи çивĕччисенчен пĕри шутланнă. ЧР Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, пĕлтĕр районта хальхи пурнăçа тивĕçтерекен 56,6 çухрăм асфальт сарнă, 8 яла çулпа çыхăнтарнă.

Районта çурт-йĕр тăвасси те начар мар пырать. Кунта федераллă тата республика программисем пысăк витĕм кÿреççĕ. Вĕсене пула 224 çемье, вăл шутран 35 тултарман 63 мăшăр хăйсене валли кĕтес çавăрнă.

Строительство программисем ĕçе кĕрсе пынипе социаллă ыйтусем татăлаççĕ. Газификацине пула çынсем çурт-йĕрне аслăлатрĕç, шыв кĕртрĕç. Çулсене асфальт сарнипе автобуссен çĕнĕ маршручĕсем уçăлчĕç, шкул автобусĕсем кашни яла çитрĕç. Хуларан яла, тăван кĕтесне таврăнакансем те йышланчĕç.

Кăçал нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе ĕçлеме пуçăннă. Ялсене хăтлăх кĕртессипе, урам хушшинчи çулсене вак чул сарса хытарассипе, халăх патне таса шыв çитерессипе тимлеççĕ. Кĕçĕн Патăрьелĕнчи пĕр çĕнĕ урамра çуртсене комплекслă туса лартĕç, унта «Олимп» спорт лаптăкĕ те пулĕ.

Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕ кашни çул лайăхланса пыни чăннипех те савăнтарать.

Уяв уявах, нихăçан та парнесĕр иртмест. Район пуçлăхĕ Н. Глухов экономика кăтартăвĕсемпе мала тухнă ял хуçалăх предприятийĕсене палăртса хăварчĕ, диплом тата парне парса хавхалантарчĕ. Чи малтисен шутĕнче – «Труд» кооператив, «Малалла» ял хуçалăх артелĕ тата «Батыревский» хупă акционерла пĕрлешÿ.

«Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи» ята тивĕçнисене те сцена çине кăларса чысларĕç, асăнмалăх парне пачĕç.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика