20 июня 2009 г.
Июнĕн 12-мĕшĕнче ача-пăча «Акатуйĕн-Сабантуйĕн» спорт программине ирĕклĕ майпа, тутарла-пушкăртла кĕрешекенсем, штангистсем, пулас олимпиец-велосипедистсем пуçларĕç.
Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем 40, 50, 60, 70 тата 70-рен ытларах килограмлă виçесенче тупăшрĕç, хĕрачасем – 50 тата унран нумайрах килограмлă виçесенче. Çивĕч тупăшусенче хăйсен виçисенче А. Алеев, Ю. Елимов, Ф. Яндыков, И. Тараков, А. Николаев, хĕрачасенчен К. Смирнова, И. Клементьева паттăра тухрĕç.
Пукан йăтакан ачасем 60, 70-е яхăн, 70-рен ытларах килограмлă виçесенче ăмăртрĕç. Хăйсен виçисенче Р. Вазюков, С. Фролов, П. Кртин мала тухма пултарчĕç.
Ача-пăча уявĕнче тутарла-пушкăртла кĕрешекенсен йышĕ уйрăмах пысăк пулчĕ. Тĕрлĕ виçесенче 70-е яхăн çамрăк атлет кавир çине тухрĕ. Çапах та хăйсен виçисем тăрăх И. Купкенов, И. Тараков, Р. Садаров, И. Карама, М. Купкенов, И. Шамсутдинов, Р. Янтыков пуринчен те вăйлăрах пулчĕç, малти вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Ачасен «Акатуй-Сабантуйĕн» абсолютлă паттăрĕ пулассишĕн тăватă кĕрешÿçĕ вăй виçрĕç. Çивĕч тупăшусем хыççăн çак хисеплĕ ята М. Купкенов тивĕçрĕ.
Сăмах май каласан, çÿлерех асăннă спортсменсем чылайăшĕ район, республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче паха тĕслĕхсем кăтартнă. Çавăнпа та вĕсем кĕрешнине сăнаса тăма кăмăллă пулчĕ.
Уява килнисене пулас олимпиецсем – пĕчĕк велосипедистсем ăмăртни кăсăклантарчĕ. 15-ĕн тупăшрĕç вĕсем 400 метрлă хушăра. Чи вăйли Родион Макаров пулчĕ. Ильяс Айнетдинов иккĕмĕш, Дима Петрухин виççĕмĕш.
Малалла спорт ăмăртăвĕсене алă вăйĕ виçекенсем (армспорт), çăмăл атлетсем тăсрĕç. Спортăн çак çамрăк енĕпе кăсăкланакансем çулран çулах йышланса пыраççĕ. Июнĕн 12-мĕшĕнче те 100-е яхăн спортсмен хутшăнчĕ ăмăртăва. Хĕрачасем çеç 30-а яхăн. Çивĕч тупăшусенче хĕрачасем хушшинче О. Руссакова, М. Егорова, В. Васильева, Н. Чернова хăйсен виçисенче çĕнтерчĕç. Арçын ачасенчен А. Якупов, И. Кучатов, А. Пагунов, М. Никифоров ăнăçлă ăмăртрĕç, мала тухрĕç.
Çамрăк çăмăл атлетсем те пухăннă кам вăйлăраххине палăртма. Хĕрачасенчен 100 метра чупса А. Прокопьева, А. Андреева, Н. Зотова, арçын ачасенчен П. Поляков, Р. Шашкин, А. Астраханцев 1-мĕш – 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Хĕрачасем 800 метра чупса тупăшрĕç. Кунта А. Прокопьева çĕнтерчĕ. М. Самделова – 2-мĕш, А. Николаева 3-мĕш вырăнсенче. Арçын ачасенчен К. Леонтьев мала тухрĕ.
1600 метра чупса ăмăртакансем пĕлтĕрхинчен йышлăрах пулчĕç. Çавăнпа призлă вырăнсемшĕн çивĕч тупăшу пычĕ. Çапах та В. Едифанов çĕнтерме пултарчĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче – А. Абрамовпа А. Кудрявцев.
Çемье командисен эстафети кăсăклă иртрĕ. Кунта Аслă Чеменри Макаровсем çĕнтерчĕç. Пĕлтĕр вĕсем иккĕмĕш вырăнтаччĕ. Шел пулин те ку енĕпе ăмăртакан çемьесем сахал-ха.
Июнĕн 12-мĕшĕнчи çамрăк волейболистсен турнирĕ те иртрĕ. Унта арçын ачасен ултă, хĕрачасен икĕ команди хутшăнчĕ. Арçын ачасен командисем хушшинче Алманчă шкулĕ, хĕрачасен ушкăнĕнче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул çĕнтерчĕç.
«Акатуй-Сабантуйăн» пĕрремĕш кунĕ район спорчĕн пуласлăхĕ шанчăклă алăра пулнине, аслисене ылмаштарма пултаракан атлетсем çитĕннине кăтартса пачĕ.