20 июня 2009 г.
Ĕç лашисем кăнтăрла иртсен ăмăртăва тухрĕç. Çивĕч тупăшура Д. Иванов юланутçă 1-мĕш, В. Гришин – 2-мĕш, О. Сурнаев 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.
Ипподромра урхамахсен чупăвĕ пуçланасса пĕлтерсенех халăх тепĕр хут унталла куçма пуçларĕ. Мĕн тăвăн; Урхамахсен ăмăртăвĕ «Акатуй-Сабантуйăн» чи илемлĕ, чи юратнă курмалли пулăмĕ. Спортăн ку енне районта тахçанах – 1947 çултах – аталантарма пуçланă. Кăçалхипе 62-мĕш хут иртет Патăрьелĕнче урхамахсен чупăвĕ. Çавăнпах вăл пурне те – ваттине те, вĕттине те кăсăклантарать. Кăçалхи ăмăрту та çаплах пулчĕ.
Пурĕ 18 урхамах старта тухрĕ «Хĕвеллĕ» уçланкăн ипподромĕнче. Вĕсем Чăваш Республикинчи чылай районтан, Шупашкартан килнĕ. Шел, Тутарстанран килеймен – хăйсен Сабантуй. Çапах та кĕрешÿ çивĕч пулчĕ.
Чупу хыççăн чупу... Паллах, чи вăйлине палăртма иртерех. Ăна финалта çеç палăртма пулать.
Финалти чупусем çакна кăтартрĕç: пĕрремĕш вырăна тата хаклă парнене – лашана – И. Бакурина «Матисс» урхамахĕпе çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта В. Краснов («Сахалин»), виççĕмĕшĕнче – Файзуллин («Размен»).
Лăплантаракан парнесемшĕн те пулчĕ ăмăрту. Кунта А. Пыркин, А. Каргин малти вырăнсене йышăнчĕç.
Спорт ăмăртăвĕсенче, тĕрлĕ вăйăра, урхамахсен чупăвĕсенче çĕнтернисем парнеллĕ пулчĕç.
«Хĕвеллĕ» уçланкăра тĕрлĕ аттракцион ĕçлерĕ, вăйă вылякансем нумай пулчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан, кашниех хăйĕн канăвне кăмăллă йĕркелеме май тупрĕ.
А. АЛЕКСЕЕВ.