24 июня 2009 г.
«Ыйту-хурав» мелĕпе Николай Федоров Президент халиччен те тĕл пулу пайтах йĕркеленĕ, çапах çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче чăнласах халăхпа калаçрĕ темелле.
Чăваш патшалăх драма театрĕнчи студи залне пухăннă журналистсен, республикăра, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансен малтанах ярса панă ыйтăвĕсене хуравланисĕр пуçне Чăваш Ен пуçлăхĕ Вăрмарсемпе, Çĕнĕ Шупашкарсемпе, тĕп хулари Оперăпа балет театрĕ патне пынă çамрăксен ушкăнĕпе тÿрĕ эфирта (ТВ, радио, интернет) калаçма пултарчĕ. Шăп 12 сехетре пуçланнă калаçу 2 сехет те 10 минут пычĕ. Çак вăхăтра Николай Васильевич 40-е яхăн ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ: кĕскен те тĕплĕн, ыррипе – мăнаçланса, япăххине – пытармасăр, сивлесе.
Пурне те сывлăх суннă май Н. Федоров çак театртах темиçе çул каялла Раççей Президенчĕ хутшăннипе этноссемпе конфессисен ĕçтешлĕхĕн ыйтăвĕсемпе Пĕтĕм Раççейри «çавра сĕтел» иртнине аса илчĕ. Çакă Чăваш Енĕн нумай нациллĕ халăхне хисепленин палли пулнине палăртрĕ. Хальхи тĕл пулăва йĕркеленин сăлтавĕсене те асăнчĕ. Чи малтанах – Республика кунне халалланă мероприятисем пуçланни. Кăмăллă хыпарсем пур. Калăпăр, Чăваш Енре «Газпром» гендиректорĕн çумĕ В. Голубев пулнă, çавна май республика ку енĕпе халиччен те пысăк ĕç тунине пăхмасăр газ кĕртме тата 500 млн. тенке яхăн укçа илет: çĕнĕ микрорайонсем, Шупашкарти «Çĕнĕ хула» валли.
Шел те, тĕнчери экономика кризисне пула Чăваш Енре те лару-тăру ансат мар – налук пухасси чакать. Çав вăхăтрах Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел батарейисем кăларакан завод тăвассипе çыхăннă йышăну – калама çук пысăк ĕç. Ун валли 20 млрд. тенкĕ ытла уйăраççĕ. «Пирĕн пуласлăх пирки шухăшламалла. Энергин альтернативлă çăл куçĕсем кирлĕ. Апла тăк Çĕнĕ Шупашкарта кăларма пуçлакан продукци 100 проценчĕпех сутăнĕ. Налук никĕсĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕ нумай пулĕç – ку ыйтусене ăнăçлă татса паратпăр», – терĕ Президент. Сăмах май, асăннă завода тăвас енĕпе Красноярск крайĕпе, Мускав облаçĕнчи Зеленоградпа тупăшма тивнĕ. Унта – мĕнешкел ученăйсем, специалистсем, çапах Чăваш Ен çак тупăшура çĕнтернĕ.
Экономикăпа çыхăннă проектсенчен 15 çул хушшинче хăшне пурнăçлайманни пирки ыйтас тăк, Николай Васильевич палăртнă тăрăх, вăл Шупашкар шыв управĕн ыйтăвне татса парайманнине асăннă пулĕччĕ. Шупашкар шыв управĕн акваторине шурлăха çавăрас хăрушлăх пурри куç кĕрет. Д. Медведев Президентпа пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче калаçусем ирттернĕ хыççăн (ун чух, ас тăватăр пуль, Дмитрий Анатольевич Шупашкара пĕр кун хушшинче икĕ хут килме ĕлкĕрнĕччĕ) лав вырăнтан хускалнă. Кайран ку ыйтупа В. Путин премьерпа темиçе хут та курнăçнă. Халĕ вара шыв управне 68 метр шайне çĕклес енĕпе ĕçлеме пуçланă темелле. «Ку вăтамран 13 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парать. Çак ĕçе 100 ытла карап, пин ытла йывăр техника хутшăнĕ. Ĕçе 5 çулта вĕçлемелле», – терĕ Николай Васильевич.
(«Хыпар»).