24 июня 2009 г.
2009 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче район администраци-йĕпе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви Тăрăн ял тăрăхне кĕрекен Кĕçĕн Патăрьел ялĕнчи çĕнĕ урамра çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата ăна тирпей-илем тăвас енĕпе субсиди кĕресси пирки килĕшÿ çине алă пуснă. Патшалăх паракан пулăшу укçи сахал мар, 40 миллион тенкĕ.
Çĕнĕ урам Чăваш Республикин Президенчĕн кăçалхи январĕн 19-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшÿллĕн тирпейленсе пымалла. Вăл шута шыв, электричество кĕртесси те, автоçулпа тротуар, комплекслă спорт площадки тăвасси те кĕрет.