24 июня 2009 г.
Хĕл хырăмĕ аслă, çу кунĕсем шутлă. Кашни сехетпе туллин усă курмасан сивĕ вăхăтра ыйткалама та тухма тивет. «Исток» хуçалăхра çакна тĕпе хурса выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçăннă. Кунта нумай çул ÿсекен курăксем 110 гектар йышăнаççĕ, ăна çулса пĕтернĕ. Типнисене пысăк çаврасем туса турттараççĕ. Хиртен автомашинăсем умлă-хыçлă килсех тăраççĕ. М. Кузьмин механизатор нумай пулмасть туяннă МТЗ-1025 маркăллă тракторпа ура тăвать. Пурĕ 700 тонна типĕ апат хатĕрлеме палăртнă, 250 тонна янтăланă.
Пĕр çул ÿсекен курăксем 150 гектар, вĕсем те кăçал аван çитĕннĕ. Д. Ерофеев агроном пĕлтернĕ тăрăх, гектартан 30 центнертан кая тухмасть.
Выльăхсене хĕл каçипе утă кăна çитерейместĕн, рациона та пуянлатмалла. Сенаж 1200 тонна хума палăртнă, хальлĕхе ку ĕçе пуçăнман-ха.
Хуçалăхра ĕне-выльăха, сыснасене ешĕл апат çулса çитерессине те йĕркеленĕ. А. Соловьев тракторист «Волга-2» агрегатпа вырать, А. Кузьмин механизатор фермăна турттарать. Куллен тăватă рейсран кая мар тăвать. Ĕнесен, сыснасен умĕнчен ешĕл апат татăлмасть. Сăмах май, Александр Кузьмин хуçалăхра практикăра, Андрей вара унăн вĕрентекенĕ. Çамрăк кадрсем хутшăнсах тă-раççĕ, çакă савăнтарать.
О. ПАВЛОВА.