27 июня 2009 г.
Тĕп мероприятисем Шупашкар хулинче тата Вăрмар районĕнче иртнĕ. Шупашкарта каçхи уяв программи уйрăмах мăнаçлă пулнă. Республика çыннисемпе хăнисене Н. Федоров Президент саламланă, паллă юрăç В. Маркинăн концерчĕ пулнă. Уяв «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль гала-концерчĕпе тата илемлĕ салютпа вĕçленнĕ.
Вăрмар
Республика кунне Вăрмарта чыслăн паллă тунă. Район çыннисене уявпа Чăваш Ен Президенчĕ Н. Федоров, Раççей Культура министрĕ А. Авдеев, РФ Патшалăх Думин комитет председателĕсем К. Косачевпа В. Усачев, Н. Бударинпа П. Семенов депутатсем саламланă. Хăнасем ал-ĕç куравĕпе паллашнă, унтан историпе тавра-пĕлĕвĕн халăх музейне уçнă çĕре хутшăннă.
– Çĕр-шыври йывăр лару-тăрăва пăхмасăрах эпир республикăра çĕнĕ культура учрежденийĕсем, музейсем уçатпăр. Çакă Чăваш Ен тăнăçлăхне тата хальхи цивилизацие сыхласа хăварма пулăшакан тĕп никĕс, – тенĕ Н. Федоров Президент.
Раççей культура министрĕ А. Авдеев Вăрмарта тĕлĕнмелле çынсем ĕçлесе пурăннине, хăйсен Тăван çĕр-шывĕпе чăннипех мухтанакан çамрăк ăру çитĕннине палăртнă. Республика кунĕнче Вăрмарта çавăн пекех физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли «Илем» комплекс тата пĕтĕмĕшле врач практикин Энĕшпуçĕнчи уйрăмĕ уçăлнă, «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнакан ушкăнсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Республика кунĕ Вăрмар районĕн сăн-питĕнче нумай улшăну кĕртнĕ: чылай çурта çĕнетсе юсанă, çĕнĕ объектсем хута кайнă, урамсене чечексемпе илемлетнĕ, сăрланă, тасатнă.
Чăваш Ен Республика кунне анлăн паллă турĕ «Раççей çăл куçĕсем» вăй хушаççĕ
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров мăшăрĕпе Светлана Юрьевнăпа, Раççей Федерацийĕн Культура министрĕпе Александр Авдеевпа тата Федераци Канашĕн Комитет председателĕн çумĕпе Владимир Слуцкерпа пĕрле Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» XVII фестивале чаплăн хупнă çĕре хутшăннă, Чăваш Енре пурăнакансене Республика кунĕпе саламланă. Юлашки пысăк гала-концерт Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра иртнĕ.
«Хальхи уяв хăнасен шучĕпе тата Чăваш Ен экономикине хывакан инвестици калăпăшĕпе рекорд турĕ. Пирĕн çĕр çинче 25 ют çĕр-шыв делегацийĕ пулчĕ, бизнес тата власть представителĕсемпе 50 ытла миллиард тенкĕлĕх тĕрлĕ протокол, килĕшÿ, меморандум алă пуснă. Çав килĕшÿсем пĕрлехи предприятисем, çĕнĕ заводсем, хушма ĕç вырăнĕсем уçмаллисем. Этем çăкăрпа çеç тутă пулаймĕ. Пире чĕрĕ шывлă çăл куçсем кирлех. «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль Раççей çыннисене, Чăваш Енре пурăнакансене, хăнасене малашлăх ĕçсемшĕн вăй-хал, илем параканни», – палăртнă Николай Федоров.
«Ку чăнах та халăх уявĕ. Кунта пин-пин çын пухăннă, пурин те савăк кăмăл, мĕншĕн тесен эпир пуласлăх çинчен, пирĕн культурăпа творчество çинчен шухăшлатпăр», – тенĕ Раççей Культура министрĕ Александр Авдеев.
Республика пуçлăхĕ Пĕтĕм Раççейри декоративлă-прикладной искусство ăстисен VII конкурсĕн çĕнтерÿçин ятне асăннă. «Руç ăстисем» конкурс çĕнтерÿçи Иваново облаçĕнчен килнĕ Александр Кутрынин Чăваш Ен Президенчĕн Гран-прине тивĕçнĕ.
Гала-концерта Владимир Маркин юрăç, «Карагод» (Мускав) коллектив, Ирланди кĕввин «Шеннон» ансамблĕ (Тольятти) малалла тăснă.
«Туслăх кăшăлĕ» фестиваль
Шупашкар 500 çул тултарнă ятпа хисепленекен паркра Чăваш Республикинчи наци-культура творчество ушкăнĕсен VIII фестивалĕ иртнĕ. Ăна Шупашкарти Мускав районĕн администраци пуçлăхĕ В. Петров, ЧР Культура министерствин пай начальникĕ М. Краснов, «Единая Россия» партин Шупашкарти ĕçтăвкомĕн ертÿçи А. Ильин кĕске сăмах каласа уçнă.
В. Петров çак фестивалĕн чиккисем çулран çул анлăланса пынине, диаспорăсен представителĕсемсĕр пуçне ют çĕр-шывсенчен те хăнасем йышлă хутшăнма пуçланине палăртнă. М. Краснов Чăваш Енре 106 наци çыннисем пурăннине, вĕсем пĕр çемьери пек туслă пулнине пĕлтернĕ.
Фестивале тĕрлĕ халăхран тăракан коллективсем Пушкăртстанран, Белоруссирен, Самарăран, Чăваш Енри нимĕç, узбек, тутар, еврей, эрмен, азербайджан, казак, инди тата ытти халăх культурисен центрĕсен юрă-ташă ăстисем хастар хутшăннă.
Фестиваль халăхсен туслăхне çирĕплетмелли пысăк утăм пулса историе çырăнĕ.
Акатуй – халăх уявĕ
Шупашкар 500 çул тултарнă ятпа хисепленекен паркра «Акатуй» уяв йĕркеленĕ. Унăн официаллă пайне Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов уçнă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл чăвашсен культурăллă йăлисене упраса аталантарасси, нацин ăс-хакăл пуянлăхне ÿстересси Чăваш Енре патшалăх политики шутланнине палăртнă. Пухăннисене çурхи хирти ĕçсем вĕçленнĕ ятпа саламланă, наци культурине, историне тата искусствине сыхласа хăварас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлеме хавхалану суннă.
Уява хутшăнакан хула çыннисемпе хăнасене ЧР Культура министрĕн пай начальникĕ М. Краснов тата ытти официаллă çынсем саламланă.
Чаплă пай хыççăн пысăк концерт пулнă. Чăваш Республикин мĕн пур кĕтесĕнчен килнĕ творчество коллективĕсем пухăннисене хавас юрă-ташăпа савăнтарнă.
Çиччĕмĕш хут иртнĕ
Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс Шупашкарта кăçалхипе çиччĕмĕш хут иртнĕ. Раççейĕн 17 регионĕнчен 40 яхăн ăста, çавăн пекех хамăр республикăран 20 çын ытла хутшăннă. Пур енĕпе ĕçлекене те курма пулнă унта: тĕрĕçĕ, йывăç касса эрешлекен, капăр çи-пуç хатĕрлекен, тăм тетте тăвакан, пусма татăкĕсенчен тем тĕрлĕ япала ăсталакан, хурăн хуппинчен тĕрлĕ ÿкерчĕк тăвакан...
Конкурсантсен кăмăлне çĕклеме «Уяв», «Укăлча», «Çĕньял», «Родные просторы» фольклор халăх ансамблĕсем, студентсен «Юрай», «Сипет» ушкăнĕсем хутшăннă.
Культура. Спорт. Подготовка к празднованию Дня республики
Патăрьелсем – Республика кунĕнче
Республика кунĕн мероприятийĕсене Патăрьелсем те çитсе курчĕç: Шупашкарта та, Вăрмарта та. Район пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пыракан делегаци Вăрмарти уявра пулчĕ.
Вăрмарти тĕп сцена çинче хăйсен ăсталăхне «Раççей çăл куçĕсем» XVII фестивале хутшăнакансем кăтартрĕç. Вĕсен шутĕнче: «Смоленские мужики» (Смоленск обл.) арт-ушкăн, «Ровесник» ташă ушкăнĕ (Калуга обл.), «Чодро Муро» юрăпа ташă ансамблĕ (Марий Эл), «Симбирские беседы» фольклор ушкăнĕ (Ульяновск обл.), тĕслĕхлĕ «Росы» халăх ташшисен ушкăнĕ (Киров обл.), вырăс юррисен «Родники» ансамблĕ (Чулхула обл.), çавăн пекех Вăрмар районĕнчи художество пултарулăх коллективĕсем.
Патăрьелсемшĕн çĕнĕ мар, анчах Вăрмарсемшĕн çĕнĕ япалана – урхамахсен ăмăртăвне пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Кунта тĕп ăмăртуçăсем Патăрьелсем пулчĕç: Н. Пыркин тата Алексейпа Валерий Красновсем. Патăрьел делегацийĕ, паллах, вĕсемшĕн «чирлерĕ», вĕсен кăтартăвĕсемшĕн савăнчĕ.
Лаша спорчĕ енĕпе Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин ача-пăча спорт шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне туллин кăтартни яланлăхах асра юлĕ.
Патăрьел районĕнчи «Çăлкуç», «Шуçăм» фольклор ушкăнĕсем, Шăнкăртамри «Биляр» ташă ушкăнĕ хăйсен ăсталăхне «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕн тĕп сцени çинче Шупашкарта кăтартрĕç.
Республика кунĕ ячĕпе районти ял тăрăхĕсенче тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç.