АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хор мăнаçлăхĕ ан хавшатăр

27 июня 2009 г.

Район шайĕнчи чи пысăк уявсенчен пĕри, «Акатуй-Сабантуй», ăнăçлă иртсе кайрĕ. Ватти-вĕтти, вăйпитти икĕ кун савăнчĕ уявра. Чылай çыншăн нумайлăха асра юлĕ вăл.

Районти художество пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕн жюри членĕ пулнă май паян манăн хор мăнаçлăхĕ çулсеренех чакса пынă пирки сăмахăма пуçарас килет. Юхмапа Пăла тăрăхĕн пĕрлештернĕ хорĕ 50-60 çын шайне юлчĕ. 10-15 çул каялла уявăн тĕп сцени çине юрлакансем аран-аран вырнаçатчĕç. Хор умĕнче 8-10 баянистчĕ, хĕлĕхлĕ инструментсемпе калакан кĕвĕ ăстисем миçеччĕ; Уйрăммăн илсен çав çынсем паян та кĕвĕ-çемĕ тĕнчипе çыхăнсах ĕçлеççĕ. Инструменчĕсене те тупса çитерме пулатех. Миçемĕш çул ĕнтĕ яланах уçланкăна темиçе саспа янăраттарнă хорăн мăнаçлăхĕ хавшаса пырать. Юрлакансен умĕнче пĕртен-пĕр чăтăмлă аккомпаниатор – ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П. Никитин çеç юлчĕ. Хамăн пăшăрханăвăма пайлас тĕллевĕмпе пĕрлештернĕ хорăн художество ертÿçипе тата дирижерĕпе, юрăпа ташă ансамблĕн ертÿçипе, А. Шакинпа курса калаçрăм.

– Эпĕ 1972 çултанпа пĕрлештернĕ хор коллективне ертсе пыратăп. Астăватăп, 1970-1980 çулсенче паянхи евĕр хорта 600-700 çынччĕ. Çирĕме яхăн баянист, ытти музыкантсем пĕр харăс юрă çеммине тăсса ярсан уçланкă кĕрлесе тăратчĕ. Халĕ вара пирĕн сасă çĕр метртанах илтĕнмест пулĕ. Унчченхи вăя, паллах, тавăрма йывăр. Вăл ун пек пулмĕ те. Çапах та паян пирĕн сахалтан та районĕпе аслă пĕлÿллĕ 10-12 баянист-специалиста, хĕлĕхлĕ инструментсемпе калакан ăстасене сцена çине кăларма май пур. Ра-йонти культура пайĕ хăйĕн сĕмне улăштарнăран вĕсене çак ĕçе явăçтарма йывăр. Кашнийĕ хамăршăн çеç тăрăшма пуçларăмăр курăнать. Халăхшăн тăвакан обществăлла ырă ĕçсене алă сулатпăр, – терĕ Анатолий Степанович. – Паян вара эпир хамăр ансамбльпе пĕчĕк ушкăнпах пысăк ĕç тума тăрăшатпăр. Миçемĕш çул ĕнтĕ Акатуйра Президент ят панă çулталăка халалласа вокалпа хореографи сюитине хатĕрлетпĕр. Иртсе кайнă Çемье çулталăкне халалласа ылтăн туй йăли-йĕркипе, кăçалхи Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ ячĕпе «Тыр-пул уявĕ» сюита кăтартрăмăр. Т. Толстова çамрăк хореограф ертсе пыракан ташă ушкăнĕсен пултарулăхĕ те чуна савăнтарать.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика