АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧИ ПУЛТАРУЛЛИСЕНЕ ЧЫСЛАРĕç

27 июня 2009 г.

Вăтам шкулпа сыв пуллашакансемшĕн хĕрÿ тапхăр вĕçленчĕ: патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем хыçра. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕлÿ шайĕ нихçанхинчен те пысăк, 36 ача ылтăн, 21-шĕ кĕмĕл медале тивĕçрĕç. Шкулсенче уйрăлу каçĕсем те кĕрлесе иртрĕç.

Республика кунĕ умĕн Патăрьелĕнчи тĕп площадьре чи пултаруллă, чи лайăх вĕренекен выпускниксен балне йĕркеленĕ (ÿкерчĕкре). Ачалăхпа сыв пулла-шакансене район пуçлăхĕ Н. Глухов, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи В. Осипов, Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Л. Лялина саламланă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи пултаруллисене 6 номинацире палăртнă: «Эрудит», «Республикăри олимпиадăсен çĕнтерÿçи», «Чи лайăх спортсменка», «Пурнăçа юрăпа», «Лидер-2009», «Ĕмĕт çемйи». Çак чыса йĕркипе шутласа Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти Р. Шакмаков, Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи Д. Иванов, Нăрваш Шăхаль вăтам шкулти А. Николаева, Шăнкăртамри вăтам шкулти Ф. Азизов, Тутар Сăкăтри вăтам шкулти Р. Куликова тата Аслă Чементи Медведевсен çемйи тивĕçнĕ.

Уява пуçтарăннисем Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче бала малалла тăснă: ташланă, юрланă, савăннă.

Ачалăх хыçра, умра çут малашлăх. Ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕччĕр, хаклă яш-кĕрĕм.

А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика