01 июля 2009 г.
Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канаш ларăвне хутшăннă. Лару Ульяновскра иртнĕ, ăна Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота ертсе пынă.
Кун йĕркинчи çак ыйтусене сÿтсе явнă: Атăлçи федераци округĕн регионĕсенче строительство ĕçĕсем мĕнле пыни, кризис тапхă-рĕнче ăна пулăшасси, Атăл-çи федераци округĕнче патшалăх службин тытăмĕнче реформăсем ирттересси тата çак службăна аталантарасси.
Чăваш Ен Президенчĕ çав кунах Шăмăршă районĕнче район пуçлăхĕпе Валерий Фадеевпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче Шăмăршă районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
ЧР ПА пресс-служби.