01 июля 2009 г.
Кирек мĕнле çемье пурнăçне те хак пама йывăр. Вăл кашнийĕн хăйне евĕр ăрасна. Пĕрисен вăл шăнкăртатса юхакан шыв пек иртсе пырать, теприсен вара...
Иртнĕ шăматкун, Пĕтĕм Раççейри çамрăксен кунĕнче, Тăрăн ялĕнче пысăк хуйхă пулнă: икĕ ача амăшĕ хăй çине алă хунă. Унăн сăлтавне пайăрлатма паян милици ĕçченĕсем тимлеççĕ. Çак сăлтава пула çулталăка та çитмен икĕ пĕчĕк пепки тăлăха юлнă. Ваттисем ашшĕсĕр ача çур тăлăх, амăшĕсĕр хăр тăлăх, теççĕ. Кăкăр ачисене ăшă хÿтлĕх тупса сывă та тĕреклĕ ÿсме Турă пулăштăрах ĕнтĕ.