АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камăн çурт умĕ тасарах;

01 июля 2009 г.

Патăрьел район прокуратури Патăрьел районĕн тата 19 ял тăрăхĕн уставĕсене тишкерсе тухрĕ. Çакăн тĕллевĕ: уставсем хальхи законодательствăпа килĕшсе тăраççĕ-и е çук; Сăлтавĕ вара – Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен калакан саккунне улшăнусем кĕртни. Вĕсем кăçалхи майăн 25-мĕшĕнчен вăя кĕчĕç.

Çĕнĕрен кĕртнĕ положенипе килĕшÿллĕн муниципаллă хăй тытăмлăх пуçлăхне муниципалитет тытăмĕн депутачĕсен Пухăвĕ отставкăна яма пултарать (депутатсен е Чăваш Республикин Президенчĕн пуçарăвĕпе). Отставкăна ямалли никĕссем тата йĕрке пирки саккунăн çĕнĕрен кĕртнĕ 74.1 статйинче каланă.

Муниципаллă хăй тытăмлăх пуçлăхĕ хăйĕн полномочийĕсен анлăшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тата патшалăх пĕлтерĕшлĕ уйрăм ыйтусене татса парассине тивĕçтерет. Ку шута федераллă тата РФ субъекчĕсен саккунĕсем панă полномочисем кĕреççĕ.

Малашне вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕн депутатсен Пухăвне çулсерен хăйĕн ĕçĕсем çинчен, вырăнти администраци тата вырăнти хăй тытăмлăха пăхăнакан ытти органсен ĕç кăтартăвĕсем пирки отчет тăратать, вăл шутра депутатсен Пухăвĕ лартнă ыйтусем пирки те.

Патăрьел районĕн 2005 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче йышăннă Уставне тата 19 ял тăрăхĕн уставĕсене тĕрĕсленин итогĕсем пирки протестсем тăратнă. Вĕсене депутатсен Пухăвĕсен ларăвĕсенче пăхса тухмалла.

Е. ИВАНОВА, район прокурорĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика