04 июля 2009 г.
Шăнкăртамра Çамрăксен çулталăкне тата кунне халалласа «Çамрăк сасă-2009» эстрада юррисен фестивальне йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ – çамрăксем хушшинче культура пуянлăхне аталантарасси, çитĕнекен ăрăва эстетика воспитанийĕ парасси, пултаруллă çамрăксене палăртасси тата ытти те.
Ку чухне сцена çинче эстрада питĕ вăй илсе пырать. Çавăнпа та маттуртан маттур юрăçсене суйласа илме те çăмăл пулман. Апла пулин те районти культурăпа кану центрĕн сасă режиссерĕ Е. Михайлов «Соловокал» номинацире иккĕмĕш, пĕртăван Анастасийăпа Екатерина Долговсем (Патăрьел) иккĕн юрлакансем хушшинче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Шăнкăртамри А. Абитов куракансен кăмăлне ытларах кайнă, приз çĕнсе илнĕ.