АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧАСЕМПЕ çЫВĂХ ПУЛНĂ

04 июля 2009 г.

Патăрьелĕнче пурăнакан В.Викторовăпа час-часах тĕл пулма тÿр килет мана. Чылайăшĕнче шкула утать вăл. Районти ветерансен канашĕн хастар членĕ, ветерансен хорĕн активлă участникĕ пулнăран, вĕсен мероприятийĕсене çÿрет. Библиотекăна, организацисене кĕрсе тухать. Пĕтĕмлетсе каласан, кашни çĕртех палланă çын та пур унăн. Чылайăшне хăй Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕрентнĕ. Педагог-ветеран сывлăхĕпе интересленекен те йышлă. Утса пыракан пурнăç çулĕ те сулмаклă Валентина Васильевнăн. Иртнĕ кун çулăн хăш-пĕр сыпăкне аса илер-ха, эппин.

Çамрăк çын хăюллă, çамрăк чух хастар

Çамрăклах хăюллă, пуçаруллă пулнă В.Викторова. 1952 çулхи майăн 27-мĕшĕнче тухнă “Коммунизм ялавĕ” хаçатра ун пирки акă мĕнлерех çырнă йĕркесем пур: “Валентина Маркова экзаменра А.А.Фадеевăн “Çамрăк гварди” романĕнчи Олег Кошевойăн сăнарĕ” ятлă темăна йышăнчĕ. Малтанах вăл сочинени планне турĕ, шухăшсене йĕркене кĕртрĕ, унтан çырма пуçларĕ. Çитĕнсе çитни çинчен аттестат илме экзамен тытакан хĕрача хăйĕн сочиненийĕн малтанхи пайĕнче “Çамрăк гварди” роман мĕнле вăхăтра çуралса тухни, тĕнче литературинче пысăк вырăн йышăнса тăни çинчен ăнланмалла çырчĕ...”

Валя ашшĕ вăрçă хирĕнче вилнĕ. Вăл ашшĕ-амăшĕсĕр пĕччен тăрса юлнă. Çапах та вĕренме пăрахман.

Валентина Васильевна Канашри учительсен институчĕн литературăпа чĕлхе факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Казахстанри пĕр районта вырăс чĕлхипе литература урокĕсене ирттернĕ. Çакна халĕ те аса илет: “Уйрăмах пиллĕкмĕш классемпе ĕçлеме йывăрччĕ. Ачасем вырăсла ăнланмастчĕç, эпĕ казахла пĕлместĕм”.

Çамрăк учительница çухалса кайман. Шкулти педагогика коллективĕнчен вĕсен чĕлхине вĕрентмешкĕн пулăшу ыйтнă. Урока хатĕрленсе вырăсла-казахла словарь тунă.

Валентина Васильевна кунта аслă пионервожатăй тивĕçĕсене те туса пынă. Хор кружокĕн ертÿçи пулнă. Уроксем хыççăнхи вăхăта ачасемпе ирттернĕ, чĕлхине пуянлатнă. Казахла юрлама та вĕреннĕ чăваш хĕрĕ. Ачасен вĕренĕвĕ лайăхланса пынă. Çамрăк учительница ырă тĕслĕхĕ ыттисемшĕн кăтартуллă пулнă.

Ушкăнпа ĕç ăнăçнă

Патăрьелĕнчи вăтам шкулта аслă пионервожатăйра ĕçленĕ чухне те Валентина Васильевна ачасен туслăхне упрама, вĕсене тĕрлĕ ĕçе явăçтарма пултарнă. Кĕл, чăх-чĕп каяшĕ пухса “Путь Ленина” хуçалăха парассипе класпа класс хушшинче ăмăрту йĕркеленĕ. Тимĕр-тăмăр, кивĕ хут пухасси те йăлара пулнă. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисене тăрăшуллисем шефа илнĕ. Хăйсен ĕçĕ-хĕлне хаçатра çутатнă.

“Валентина Васильевна – чылайăшĕн юратнă учительници. Пире ĕçе юратма хăнăхтарас тесе сахал мар вăй хучĕ вăл. Хăй те вăр-варскер. Валентина Васильевна ертсе пынипе эпир, “Красная гвоздика” клубĕн членĕсем, сахал мар ырă ĕç турăмăр. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçса пуçне хунă салтак-ентешсен вил тăприйĕсене шыраса тупрăмăр. Чĕрĕ юлнисемпе, Патăрьел паттăрĕсен шăпине пĕлекенсемпе çыхăну тытатпăр.

В.Викторовăран эпĕ нумай кирлине вĕрентĕм. Акă, мĕнле каланăччĕ вăл пĕринче: “Техникăна алла илес тесен малтан спортпа çывăхлан. Машина хăюллисене юратать”, – çырнăччĕ Патăрьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен, комбайнер помощникĕ пулса ĕçлекен Нелли Стеклова “Советская Чувашия” хаçатра 1976 çулхи августăн 29-мĕшĕнче “Уй-хир карапĕн штурвалĕ умĕнче” материалта.

Шкулти учительсем ачасене çарпа патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнă. “Красная гвоздика” литература кружокĕ 1964 çултанпа ĕçленĕ. Унта IV-IX классенче вĕренекенсене илнĕ. Кружок членĕ пулас тесен шкулти стена хаçатне Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ çинчен заметка çырмалла е ăна каласа памалла, сăвă вĕренмелле пулнă. Кружок членĕсем çапла тупа тунă: “Аттесем юрласа çитерейменнине эпир çитеретпĕр, аттесем туса çитерейменнине эпир вĕçлетпĕр”.

Паттăрсем

хыпарсăр çухалман

Клуб совечĕ планпа ĕçленĕ. Ачасем 4 секцине çÿренĕ.

Пĕринче ентеш журналист Федот Александрович Ситов çинчен материал пухма пуçăннă. Вăл нумай очерксем, пьесăсем çырнă. 1942 çулта “Защитник Родины” хаçат редакторĕ пулнă. Нарва çывăхĕнчи пĕр çапăçура вилнĕ. Кружок членĕсем Федот Александровичăн вил тăприне шыраса тупнă. Ăна тирпейлесе тăракан пионерсемпе çыхăну тытнă. Пĕр отрячĕ Ф.Ситов ячĕпе хисепленсе тăнине пĕлнĕ.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче “Красная гвоздика” клуб членĕсем Сланцы хулине кайнă. Çакăн çинчен хăнасене кĕтсе илекенсем кайран вырăнти хаçатĕнче материал пичетлесе кăларнă.

Тĕпчевçĕсем те пуш алăпа килмен. Вил тăпри çинчи тăпрана музей валли ывăçласа илсе килнĕ.

Ф.Ситов юлташĕ Г.Попикпа та туслă çыхăну пуçарнă. Ăна Чăваш Ене чĕннĕ. Григорий Николаевич вут-çулăм витĕр утса тухнине ăшшăн аса илсе каласа панă. Мĕн чухлĕ паха материал пухăннă çакăн хыççăн.

Ф.Ситов çинчен материал пухнă май, унпа пĕр дивизинче çапăçнă писательпе, Я.Сухотин ветеранпа тĕл пулнă.

“Красная гвоздика” клуб членĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсем çинчен нумай материал пуçтарнă. Вĕсем çинчен колхоз пухăвĕсенче каласа панисем те пулнă. Шкулти радиопа, районти радиовещанипе, телевиденипе миçе хутчен тухса калаçман-ши вĕсем; Вăрçă участникĕсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ.

Тăрăшуллă шырав ĕçĕшĕн вĕренекенсем РСФСР Çут ĕç министерствин Хисеп грамотисене тивĕç пулнă. Пĕтĕм Раççейри литература уявне хутшăнма тивĕçни те пысăк чыс.

Виçĕ çул хушшинче ачасем пилĕк хутчен Ленинграда кайса килнĕ. 1975 çулхи апрель уйăхĕнче клуб членĕсем 63-мĕш гварди дивизи ветеранĕсен слетне хутшăннă. Ăна Çĕнтерÿ 30 çул çитнине халалланă пулнă. Ветерансен аса илĕвĕсем вĕренекенсен асĕнче нумайлăха юлнă.

Дивизи утса тухнă çулпа кайса курăкпа витĕннĕ окопсене, траншейăсене, дзотсене курни мĕне тăрать. 5 çул çыхăну тытнă М.Дудин ветеран-поэт аса илĕвĕсем чуна çÿçентереççĕ. Унăн сăввисене кайран ачасем шкулти меро-приятисенче сахал мар вуланă. Шкулта 63-мĕш гварди дивизийĕн паттăрла çул-йĕрне çутатакан музей уçнă. Унта хăнасем йышлă килнĕ. Музей материалĕсене учительсем литература урокĕсенче, класс тулашĕнче ирттерекен мероприятисенче усă кураççĕ.

Ĕçĕсем мухтавлă,

асра юлаç паллă

“Красная гвоздика” клуб членĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăр-çинче пуç хунисен паттăрлăхне тĕпчесе пысăк ĕç тăваççĕ. Паттăрсен паттăрлăхĕпе яваплăхне хăйсем çине илмешкĕн эстафета йышăнаççĕ. Çак ĕçре ачасене В.Викторова учительница нумай пулăшать. Валентина Васильевна вăхăта ăнланса ачасене иртнĕ пулăмсен интересĕсемпе явăçтарса пурнăçăн анлă юхăмне ертсе кĕрет”, – çырнăччĕ пичетре М.Дудин.

“Русский язык в национальной школе” журнал 1967 çулхи редакци почтине пăхса тухнă. Унта Патăрьелĕнчи В.Викторова çырăвне те аса илнĕ. Валентина Васильевна шкулти литература кружокĕ ачасене патриотла воспитани парас ĕçри вырăнĕ çинче чарăнса тăнине палăртнă. Кружок членĕсем Хĕллехи кермене штурмлама хутшăннă Г.Яинпа тĕл пулнă-мĕн. 1967 çулта литература кружокĕ “Красная гвоздика” клуб шайне çитнĕ.

Шкулта музей уçнă

Клуб членĕсем пуçтарнă паха материалсем халĕ те типтерлĕн упранаççĕ. Тĕпчевçĕ шкул ачисем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне çыру янă, шыранă, тĕпченĕ, кайса килнĕ. Валентина Васильевна вĕсене пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме вĕрентнĕ. Çакă пурнăçра чи кирли. Ахальтен кашни тĕл пулмассерен унчченхи вĕренекенĕсем хăйсен учителĕпе ăш пиллĕн сăмах пуçараççĕ те.

Килти архивĕ те пуян Викторовсен, паха документсене пушă вăхăтра тăтăшах алла илет Валентина Васильевна. Тусан пусма памасть вăл вĕсене.

А.АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика