АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура хисепĕ

04 июля 2009 г.

Патăрьелĕнчи 2-мĕш номерлĕ апат-çимĕç магазинĕнчи сутуçăсем килĕштерсе ĕçлеççĕ. Халăхра лавкка «кĕтесри» ятпа паллă. Туслă коллектива 12-мĕш çул Г. Цыпленкова ертсе пырать. Çак ушкăн тавар çаврăнăш планне кашни уйăхрах пурнăçлать. Вăл вара пĕчĕкех мар: 850-900 пин тенкĕпе танлашать. Иртнĕ уйăхра пĕр миллион тенке те çывхарать.

Туянакансем валли ассортимент пуян, суйламалăх та пур.

Магазинра вăй хуракансен ĕç стажĕ те пысăк. Акă, Е. Портнова 39 çул, Г. Цыпленкова 33 çул, Л. Шакаева 31 çул сентре умĕнче туя-накансен кăмăлне тивĕç-терессишĕн тăрăшаççĕ. Г. Сорокина техничка ĕç стажĕ те виççĕмĕш теçетке тулать.

Ĕçне кура хисепĕ. Елена Степановна «Раççей кооперацийĕн ветеранĕ», Галина Леонидовна «Тăрăшса ĕçленĕшĕн» медальсен кавалерĕсем. Луиза Ильиничнăна çак кунсенче «Потребитель кооперацийĕнче 30 çул хушши кăлтăксăр ĕçленĕшĕн» паллăпа чысларĕç.

Туслă коллектив Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне ÿсĕмсемпе кĕтсе илчĕ. Çĕнсе илнĕ тÿпеме малашне те çаплах тытса пырасшăн тăрăшуллă сутуçăсем.

Н. ВОЛКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика