08 июля 2009 г.
Çак кунсенче Шăнкăртамри Минхаят Давлетшиновна Ильясова çĕр çул тултарнă. Пултаруллă та маттур хĕрарăм виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса çитĕнтернĕ, воспитани панă. Халĕ вĕсем пурте пурнăç çулĕ çине тăнă.
Минхаят аппа сывлăхпа çеç мар, мăнуксемпе те пуян. Унăн йăх-несĕл йĕрĕ улмуççи турачĕ евĕр сарăлса пырать. Паян Минхаят Давлетшиновнан туслă та пысăк çемйипе 23 мăнук, мунăкĕсен 31 ачи. Ватă кинемейĕн мăнукĕн ачин ачи те пур. Епле телейлĕ хĕрарăм!
Пĕр ĕмĕр çитнĕ ятпа М. Ильясовăна районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Ф. Майорова, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи О. Гусарова, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ А. Еремеев саламланă, çĕнĕ ĕмĕрте пурăнма çирĕп сывлăх, канлĕ те лăпкă ватлăх суннă.
Минхаят аппа хăйне çапла район шайĕнче хисеп тунăшăн чун-чĕререн тав тунă.