08 июля 2009 г.
Районти пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи çур çулта 18 пушар пулнă. Вут-кăварпа пулнă инкекре 668 пинлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Пĕлтĕр вара вăл виçĕ хут ытларах та пулнă.
Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан кăçалхи çур çулта пушар Çĕнĕ Ахпÿртсене ытларах сехĕрлентернĕ. Кунта пушарниксен виçĕ хутчен вутпа куçа-куçăн кĕрешме тивнĕ. Çав вăхăтрах Кзыл Чишма, Алманчă, Шăхач ял тăрăхĕсенче кăçалхи çур çулта çеç мар, пĕлтĕр те пушар тухманни савăнтарать. Апла пулсан кунта ку тĕлĕшпе профилактика ĕçне те лайăх йĕркеленĕ темелле, вырăнти халăх та вут-кăварпа асăрхануллă.