08 июля 2009 г.
Патăрьел районĕн прокуратури ача çуратнăшăн тата ăна пăхнăшăн амăшне паракан отпуск енĕпе унăн прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе саккунсене мĕнле пурнăçланине сăнасах тăрать. Çулталăк çурăччен отпускра ларакан амăшĕсен прависене пăснă тĕслĕхсем вара тупăнсах пыраççĕ.
Май уйăхĕнче прокуратурăна Р. Ермолаева гражданкăран çыру кĕчĕ. Вăл хăй ĕçленĕ «Кворум плюс» пĕрлешÿ çулталăк çурăчченхи отпуск вăхăтĕнче март-апрель уйăхĕсемшĕн ача укçи тÿлеменнине пĕлтерчĕ. Çакă ачана ÿстерес тĕлĕшпе пысăк чăрмав кÿрет, мĕншĕн тесен ачана искусственнăй майпа çитермелле. Прокуратура хутшăнсан ĕçе хăвăрт татса пачĕç, суд йышăнăвĕ те кирлĕ пулмарĕ. Апла пулин те пĕрлешÿ генеральнăй директорне представлени панă.
Хальхи вăхăтра прокуратура Т. Кидановăпа И. Ерофеева ача амăшĕсен пособи укçи енĕпе ĕçлет, кун пирки суда ĕç тăратнă. Маларах О. Катина ыйтăвне тивĕçтерессипе ĕçленĕччĕ. Ăна «Тойсинская» хуçалăхран 13260 тенкĕ ача укçи шыраса панă.
Саккун ача амăшĕсене шанчăклă хÿтлĕх парать. Çакна ертÿçĕсен пĕлмеллех, саккуна кирлĕ пек пурнăçламалла.
Е. ИВАНОВА,
район прокурорĕн пулăшуçи.