АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАЛĂХ МИЛИЦИНЕ ШАННИ КĂМĂЛЛĂ

08 июля 2009 г.

Çак кунсенче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин оперативлă канашлусен залĕнче шалти ĕçсен министрĕ В. Антонов селекторла пресс-конференци ирттерчĕ. Унта республикăри массăллă информаци хатĕрĕн вунă представителĕсемсĕр пуçне мĕн пур район хаçачĕн журналисчĕсене те явăçтарнă. Пресс-конференцири ыйтусене сÿтсе явма Канаш хулине кăнтăр районĕсен ушкăнĕнче пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Н. Ванинпа çак йĕркесен авторĕ те хутшăнчĕç.

Милици генерал-майорĕ кăçалхи çур çулхи оперативлă кăтартăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн пресс-конференцире журналистсем йĕрке хуралĕнчи паянхи чи çивĕч ыйтусене хускатрĕç.

Çĕр-шыври экономика кăткăс лару-тăвăва кĕрсе ÿкнĕ тапхăрта милици сотрудникĕсен ĕç «тиевĕ» пушшех йывăрланнă. Кăçалхи ултă уйăхра шалти ĕçсен пайĕсене 15 процент ытларах хыпар кĕни те çакнах çирĕплетсе парать. Тепĕр енчен пăхсан, çакă халăх йĕркелĕхпе çыхăннă ыйтусене татса пама никама та мар, милицие шанни кăмăллă. «Улатăр хыпарĕ» хаçат сотрудникĕ панă ыйтăва хуравланă чухне те министр кун пирки пусарах каларĕ.

Республикăри Шалти ĕçсен министерствин оперативлă кăтартăвĕпе пĕтĕмĕшле илсен кăçалхи çур çулхи лару-тăру начарах мар. Пĕтĕмĕшле преступлени тăвасси те, çул çитмен ачасем хура ĕçе явăçасси те чакнă. Чылай чухнехиллех ытларахăшĕ ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă. Хуласенче вара хваттерсене вăрă-хурах кĕнĕ тĕслĕх нумай. Хăрушлăхсăр хула, ял пултăр тесен чăн малтанах участок милицийĕсен, профилактика совечĕсен, общественноçăн пĕр тĕллевпе тимлемелле. Çавăн чухне çеç пăшăрханмалли сахал пулĕ, преступлени тăвасси чакĕ. Пресс-конференцире журналистсем хускатнă ыйтусем те пурте çав сăлтавпа çыхăннисем пулчĕç. Район шайĕнчи çыравçăсене уйрăмах ачасен çуллахи шанчăклă канăвĕ, республикăра çул çитмен ачасем преступлени тăвассине чакарас тĕлĕшпе урамра каçхине 22 сехетчен çеç çÿреме ирĕк панă пирки мĕнле хушма йышăнусем пур пирки, кадр, йĕрке хуралçисен социаллă хÿтлĕх ыйтăвĕсем тавра калаçу пулчĕ. Хула журналисчĕсене вара урăхларах ыйтусем канăçсăрлантарчĕç: ушкăнпа тунă преступленисемпе, суя укçасемпе кĕрешесси, вăйă бизнесĕ, Çурçĕр Кавказри милицисен служби... Сехет çурă пынă уçă калаçура республикăри шалти ĕçсен министрĕ В. Антонов журналистсен кашни ыйтăвнех тулли хурав пачĕ. Çак калаçу районсенчен килнĕ шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕсене иккĕмĕш çур çулта тата тĕллевлĕрех ĕçлемелли пĕтĕмлетÿ пулчĕ.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика