08 июля 2009 г.
Шупашкар 500 çул тултарнă ятпа хисепленекен паркра Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски ентешлĕхĕсен ертÿçисем О. Викторов, В. Семенов, В. Туркай пуçарнипе пĕрлехи «Акатуй-Сабантуй» ирттернĕ. Уявра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М. Михайловский, РФ Патшалăх Думин депутачĕ П. Семенов районсенче уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламланă, тĕллевсене пурнăçлассишĕн Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче пысăкрах çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх суннă, «Акатуй-Сабантуй» наци культурине аталантарас енĕпе ентешлĕхсене тата лайăхрах ĕçлеме пулăшасса палăртнă.
Тĕп сцена çинче çавăн пекех Елчĕк район пуçлăхĕ Н. Миллин, Комсомольски район пуçлăхĕ Г. Волков, Патăрьел район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов сăмах каланă, районсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, ял хуçалăхĕнче палăрнă ĕçченсене асăнса парнесемпе, Тав çырăвĕсемпе хавхалантарнă.
«Акатуй-Сабантуйра» чи лайăх фольклор ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарнă, спортсменсем тĕрлĕ енсемпе вăй виçнĕ.
(Хамăр корр.).