АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВАТТА ĂНЛАНМАННИ КУЛЯНТАРАТЬ

08 июля 2009 г.

Ватлăх савнăç мар. Вăл пурин патне те çитет. Кăçал эпĕ те 70 çул тултаратăп. Ĕç ветеранĕ. Пилĕк ача çуратса пăхса ÿстернĕрен Ача амăшĕн медалĕ те пур. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ пама тăрăшрăмăр. Ираида Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ, Мускаври пĕр заводра хăйĕн специальноçĕпе ĕçлет. Святослав – механизатор. Лăпкă океан флотĕнче çар службинче тăнă чухне отпускра та пулчĕ. Рудольф строительство факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Пĕлÿ пухнă, çар ретĕнче тăнă чухне те хоккейла выляс ăсталăхпа палăрчĕ. Ялшăн, районшăн, республикăшăн Узбекистанра, ытти çĕрте вылярĕ. Шупашкарти кирпĕч заводĕнче ĕçлет. Сергей машиностроительнăй факультетра вĕренчĕ. Тĕп хулана ĕçе вырнаçрĕ. Руслан автомеханик дипломне илнĕ. Ĕç тупнă.

Халĕ килте пĕчченех пурăнатăп. Урана та, алла та хуçнăччĕ. Çул çÿреме те кансĕр. Çавăнпа та мана куллен айккинчен килсе пулăшакан кирлĕ. Çавна ĕнентерсе справка илесшĕнччĕ. Район больницинчи специалистсем мана ăнланмарĕç. Çын шăпи çынна интереслентермест çав. Пуç çаврăнать. Больницăна автобуспа çÿрейместĕп. Такси тытса каймалла. Ватлăх пурин патне те çитет. Хут çырса парасси йывăрах пулчĕ пулĕ çав.

Е. МИХЕЕВА. Çĕнĕ Ахпÿрт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика