АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш наци радио кăларăмĕсене Патăрьелсем те хапăл тăваççĕ

11 июля 2009 г.

Чăваш Енĕн наци радиовĕ хăйĕн хыпарлавне пуçлани виççĕмĕш уйăх çине кайрĕ. Эфир хыпарлавне пурнăçлама Йĕпреçри (УКВ 72, 41 МГц) тата Çĕрпÿри (FM 105,0 МГц) передатчиксем пулăшаççĕ. Çĕнĕ кăларăма пĕрисем кашни кунах итлеççĕ, теприсем пĕлсе те ĕлкĕреймен-тĕр. Çапах та çынсемпе калаçнă хыççăн Патăрьелсем чылайăшĕ радиопередачăсене ал хапăлах йышăнни палăрчĕ. Хаçат вулакансене кĕскен хăш-пĕр çынсен шухăшĕпе паллаштаратпăр.

А. Алексеев, Патăрьел:

– Наци радио кăларăмĕсене пĕрремĕш кунран пуçласах итлетĕп. Ирхине ултă сехетрен каçхине вуннăчченех пырать вăл. Пĕр минут та тăхтав çук пулин те передача йăлăхтармасть. Кăларăма тĕрлĕ енлĕ хатĕрлени кăмăллă. Ватти валли те, вĕтти валли те хыпарсем çителĕклĕ. Чăваш юрри-кĕввисем чуна çĕклеççĕ. Юрă саламĕсене итлеме кăсăклă.

Г. Никифорова, Аслă Чемен:

– Пирĕн тăрăхра та наци радионе çăмăллăнах итлеме пулать. Халĕ эпĕ килте, тивĕçлĕ канура. Пушă вăхăтра тăтăшах çак каналпа радио яратпăр. Ĕçленĕ чухне те çемьепех итлетпĕр. Юлашки сехетре паракан юрă саламĕсене вара кунĕпех кĕтетпĕр. Малашне пĕр-пĕрне çак передача урлă саламласса та шанатпăр.

Г.Жуков, Туçа:

– Наци радиовĕ республикăри халăх патне тухсанах çĕнĕлĕхе чун çывăхне йышăнма йывăр пулчĕ. Халĕ вара унăн передачисене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Мана уйрăмах кĕске хыпарсем, йăла-йĕркепе хатĕрленĕ передачăсем кăмăла каяççĕ. Радиокăларăма талăкĕпех ĕçлеттерсен те аван.

Г. Фомин, Алманчă:

– Хальхи вăхăтра, паллах, çамрăксем ытларах компьютерпа туллин усă курса киленеççĕ. Ку вăл паянхи пурнăç таппи, ăна халех улăштараймăн. Çав вăхăтрах пурне те кăсăклантаракан кăларăма радио хумĕ çине кăларни те çитĕнÿ тесе шутлатăп. Малашне вăл тата анлăланĕ, пуянланĕ. Наци радионе хатĕрлекенĕсем хамăр ентешсем пулни пирĕншĕн пушшех кăмăллă.

Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика