11 июля 2009 г.
Вăтăр-хĕрĕх çул каялла ялсенчи клубсем чăнахах та кĕрлесе анчах тăратчĕç. Çамрăксем тĕрлĕ мероприяти, кану каçĕ тата ыттине те ирттеретчĕç. Клубра кашни каçах лăк тулли халăх пулнă. Пурнăç ерипен лайăхланса пынă май килсенче телевизорсем, аудио-видео техника нумайланма пуçларĕ. Çынсем килтех тĕрлĕ кинопа спектакль курма, килĕшекен кĕвĕ-юрă итлеме пуçларĕç. Ял клубĕсем вара ерипен пушанса пычĕç, халăх интересĕсене тивĕçтерейми пулчĕç. Республика ертÿçисем ытти сферăри учрежденисемпе предприятисене аталантарса пынă май ял тăрăхĕсенчи клубсен ĕçĕсене те еплерех ырă еннелле улăштарас пирки ятарлă хушусем кăларчĕç, муниципаллă культура учрежденисем туса хучĕç. Çапла вара клубсем ял тăрăхĕсенчи культурăпа халăх пултарулăхĕн аталанăвĕн центрĕсем пулса тăчĕç. Эпир те, Нăрваш Шăхалĕнчи ял тăрăхĕн депутачĕсем, çак ырă пуçарăва сÿтсе явса хаваспах йышăнтăмăр. Ял администрацийĕ çийĕнчех çакăнта ĕçлеме пултаракан çынсене тупса ĕçе илчĕ. Паллах, кунта хальхи пурнăç шайне шута илсе халăхпа çĕнĕлле ĕçлемелле. Ял администрацийĕ клуба газпа ăшăтмалла турĕ, хальхи шайри аудио-видео аппаратурисемпе пуянлатрĕ, шалти кивĕ япаласене улăштарчĕ тата ытти те. Хальхи вăхăтра клуба пырса кĕрсен, чăнахах та хуласенчи культура керменĕ пекех туйăнать.
В. МИХАЙЛОВ.