АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çыннăн кăмăлне тупма тăрăшать

11 июля 2009 г.

Л. Шихранова 25 çул хушши Ыхра Çырми почта уйрăмĕн начальникĕнче вăй хурать. Ĕçĕ çăмăл мар, çапах кашни клиентăн кăмăлне тупма тăрăшать. Газ, электроэнерги, телефон укçи тÿлеме килеççĕ кунта. Кил-çуртра кирлĕ тĕрлĕ тавара та сутмалла. Ватăпа – ватăлла, çамрăкпа çамрăкла калаçать вăл, кирлĕ сĕнÿсем парса пулăшать. Çакăншăн ăна ял халăхĕ питĕ юратать.

Хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăрта Людмила Аркадьевна палăртнă плана кашни çур çултах тултарать. Кам мĕнле хаçат юратнине те пĕлет. Кунта ăна почтальонкăсем нумай пулăшаççĕ. Ĕçтешĕсемпе яланах пĕр сăмахра, çакăншăн хисеплеççĕ те вĕсем хăйсен ертÿçине.

– Пĕр-пĕрне ăнланса вăй хумасан пирĕн ĕçре питĕ йывăр, – тет Л. Шихранова. Кăçал вара вăл «Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи» ята тивĕçрĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика