11 июля 2009 г.
Патăрьел районĕн прокуратури Роспотребнадзорăн Патăрьел районĕнчи территори пайĕпе пĕрле Патăрьелĕнчи çул çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсенче тивĕçлĕ саккунсене мĕнле пурнăçланине тишкерсе тух-рĕ. Вĕсем райцентра виççĕ ĕçлеççĕ.
Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: ача сачĕсене лицензисемпе тата РФ Правительствин йышăнăвĕпе палăртнă нормативсенчен ача ытларах йышăннă. Акă, «Центральнăй» ача садне 110 ача вырăнне 133 ача çÿрет. «Солнышко» тата «Василек» садиксенче те çак кăлтăках. Çакă, паллах, Патăрьелĕнче хальхи ача сачĕсем тивĕçтерейменни çинчен калать. Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕ пĕлтернĕ тăрăх черетре 1,5-6,5 çулсенчи 182 ача тăрать. Çавăнпа та садик ыйтăвĕ çивĕч теме те юрать.
«Василек» садикра санитарипе эпидемиологи саккунлăхне пăснине палăртнă. Кунта врач киличченхи малтанхи пулăшу памалли чи кирлĕ эмелсен минимумĕ çук. Çавăн пекех срокран тухнă эмелсене усрани те палăрчĕ.
Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх Патăрьел район пуçлăхне Патăрьелĕнчи ача сачĕсенчи лару-тăру пирки информаци ярса панă, виçĕ садик заведующине представлени тăратнă, «Василек» ача сачĕн заведующийĕ пирки административлă ĕç пуçарнă.
Саккунлăха пурнăçлас ĕç-ре райцентрта ача сачĕ тăвас ыйту çивĕч тăрать.
Е. ИВАНОВА,
район прокурорĕн
пулăшуçи.