11 июля 2009 г.
Кăçалхи мартăн 3-мĕ-шĕнче Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче пĕрремĕш операци тунă. Вăл çÿллĕ шайра иртнĕ. Унтанпа 700 ытла операци те тума ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кунта операцисен 80 процентне пысăк шăмă сыпписем çинче ирттереççĕ.
Центр специалисчĕсен пулăшăвĕпе Аслă Чемен ял çыннисем те усă курчĕç. Ю. Михайлова пилĕк çул шăмăсем ыратнипе асапланчĕ. Центрта унăн пĕр шăмă сыппине протезпа улăштарчĕç. В. Горшков, О. Аврелькина, Н. Башмакова, Н. Шмелева та пулчĕç операцинче. Выртса е аран кил хушшинче çÿрекен çынсем çĕнĕрен ура çине тăрса тулли пурнăçпа пурăнма тытăнни кăмăллах çав ĕнтĕ.
А. КОЛЬЦОВ,
çемье тухтăрĕ.