15 июля 2009 г.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатчĕ, «Единая Россия» фракци членĕ Олег Николаевич Волков халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ, хуравларĕ.
Ыйтусем хушшинче çакăн йышшисем ытларах пулчĕç: илнĕ специальноçпа ĕçе вырнаçасси, пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, гражданин прависене пăснине тÿрлетесси тата ытти те.
О. Викторов çавăн пекех «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕпе, Патăрьел район пуçлăхĕпе Н. Глуховпа, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕпе М. Петровпа тĕл пулчĕ, уй-хир ĕçĕсем, пурăнмалли çурт-йĕр тăвас, демографиллĕ лару-тăру пирки калаçрĕ.