15 июля 2009 г.
Сĕтел çинчи календарь хучĕсем кун иртмессерен сулахай еннелле куçса пыраççĕ. Сисмерĕмĕр те çĕртме уйăхĕ хыçа юлчĕ. Класран класа куçмалли тĕрĕслев ĕçĕсене çырнă, патшалăх экзаменĕсене панă хыççăн та канмалăх вăхăт пулчĕ. Умра каникул тата пур-ха. Çак хушăра шкул ачисенчен чылайăшĕ хăйсен вăхăтне ĕçпе ирттересшĕн. Анчах ăçта каймалла; Килти пахчара е хирти çĕр лаптăкĕнче сухан-севок, кишĕр, чĕкĕнтĕр, çĕр улми çитĕнтерекен çемье, выльăх-чĕрлĕх тытакан хуçалăх ачи-пăчин проблеми мар çакă. Вĕсем ĕçпе йăпанаççех. Пĕр ана çинчен çумне çумласа тухнă çĕре тепри ĕлкĕрет. Унтан çитĕнтернине пухса кĕртмелли вăхăт çитет. Анчах çĕрпе ĕçлеменнисем те пур-çке. Унчченрех çитĕнекен ăру кооперативсен ĕçне кÿлĕннĕ. Çум çумланă, утта çÿренĕ, севок-сухана пухса кĕртнĕ, ăна алласа тасатнă çĕре явăçнă. Халĕ çук. Алă вĕççĕн тумалли ĕçсене техника пулăшăвĕ ансатлатать. 4-5 çул каялла та Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникне ачасем çум çумлама, çырла, пан улми пухма утатчĕç. «Батыревский» пĕрлешĕвĕн йĕтемĕ çинчен тыр-пула тасатса кĕртме пĕлтĕр те ачасен ушкăнĕ хутшăннăччĕ. Тÿлевĕпе вăхăтра тивĕçтернĕрен шкула каймалли кĕнеки-тетрадьне, тумтирĕпе атă-пушмакне илме майĕ пулатчĕ. Анчах аслисене те ĕçĕ тивĕçменрен ачасене унта явăçтарасси чаксах пырать. Çак ыйту ертÿçĕсене кăсăклантарсах та каймасть. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă шкулсенче производство бригадисем йĕркелерĕç-ха. Вĕсем вăхăтлăха çеç пулчĕç. Урăхла пуçару тăвакан туйăнмасть. Ачасен вăйĕпе çурма тÿлевлĕ усă курмалла чухне хирĕçлемеççĕ аслисем. Кĕркунне кооперативсем икшер эрнене яхăн çĕр улми ани çине илсе тухаççĕ.
Ачасен интересĕсем те урăхларах халь. Чăмлак çăвартан тухмасть, хĕвелçаврăнăш татăлмасть чылайăшĕн. Кĕсье телефонĕсем те укçасăр калаçмаççĕ.
Экономика кризисĕн тапхăрĕ ан сисĕнтĕр тесе ĕçлекенсене ырлама пулатех. Акă, Турханти суту-илÿ пĕрлешĕвнех илер. 16 лавккара сутă тунипе пĕрлех хатĕрлев ĕçне йĕркелеççĕ. Ачасене сиплĕ эмел курăкĕсем пухма явăçтараççĕ. Анат Тăрмăшĕнчи Полина Ершова, Тури Чакăри Александр Латышев вĕренекенсем ку енĕпе иртнĕ çул та, кăçал та палăраççĕ. Анат Тăрмăшĕнчи Кристина Карзакова 600 килограмм ытла типĕтнĕ курăк пуçтарчĕ. Пĕрлешÿ дирекцийĕ вĕсене парнепе хавхалантарчĕ. Тÿлевĕ те савăнтарать ачасене. Упамсари хатĕрлев пунктне сиплĕ чĕр тавар паракансем те ырă ĕç тăваççĕ.
Вăрман çывăхĕнче пурăнакансем çырлана çÿреççĕ. Витри-витри хура çырла (татма çăмăл мар ĕнтĕ) пасара тухса сутакансене ырламалла.
Ĕмĕчĕсем пысăк ачасен. Арçын ачи, хĕр ачине техника та илĕртет (руль умне ларакан хĕр ачасем сахал мар). Анчах ĕç çумне çыпăçса укçа хакне ачаран пĕлсе ÿсни те вырăнлă.
А. АСТРАХАНЦЕВА.