15 июля 2009 г.
Çу уйăхĕсем канăçсăр вăхăт «Звезда» кооперативри Г. Мышкиншăн. Ирпе ирех тăрса сĕм çĕрлесĕр те ĕçрен пушанаймасть вăл. Хулара пулсан икĕ сменăпа ĕçлет теме те пулать Герман Анатольевича. Ирпе вăл Патăрьелĕнчи çу заводне сĕт леçет. Сахал ăсанмасть продукци. Куллен икшер тоннăна яхăн.
– Сĕт хакĕ чакмасан хуçалăха самай пысăк укçа кĕмелле. Анчах çук. Пылак шывран темиçе хут йÿнерех йышăнать ăна предприяти. Темшĕн хаксене пĕрешкелрех тытса тăмаççĕ, – сăмахлать Г. Мышкин.
Çуллахи тапхăрта куллен çÿрет Патăрьелне водитель. Хĕллехи вăхăтра сăвăм сахалрах. Фермăра сивĕтмелли хатĕрсем аван ĕçлеççĕ. Икĕ кунхине пĕрле те ăсатма пулать. Çавăнпа кăштах канма май пур. Груз турттаракан автомашина та çирĕплетнĕ Герман Анатольевича. Хуçалăхри кирек хăш ĕçе те хутшăнма пулать унпа. Хире тислĕк кăлармалла-и, сенаж хумалла-и, комбайнсем патĕнчен йĕтеме тырă турттармалла-и, хранилищĕне утă кĕртмелле-и тата ытти те. Ăста специалистăн автомашинисем яланах юсавлă. Кирек хăшĕнпе те çывăхри е аякри çула тухма пултарать.
Водительсемпе механизаторсем хуçалăхăн тĕп шăнăрĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕпе тырпул çитĕнет, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрленет, продукци ăсанать. Йышлăн та мар техника çÿретекенсем. Водительсене çеç илер. Куллен ĕçе хутшăнаканскер тата С. Астраханцев пур. М. Зайцевпа В. Щукин та ÿркенмеççĕ. Ĕççи вăхăтĕнче хăйсене çирĕплетнĕ техникисене ахаль лартмаççĕ.
Професси ăсталăхĕ пурах Г. Мышкинăн. Ахальтен мар ăна иртнĕ çул районти водительсем хушшинче сумлă ята илнĕ май чысланăччĕ. Тав хучĕсем, Хисеп грамотисем, парнесем те çителĕклех. Ĕç стажĕ те сахал мар. Çавăнпа унран çамрăксем канаш ыйтаççĕ.
Кооператив ĕçĕпе çеç никам та çырлахмасть. Ял çынни çĕрсĕр пурăнаймасть. Унта мăшăрĕпе Мышкинсем тĕрлĕ культура çитĕнтереççĕ. Суханĕ, кишĕрĕ, севокĕ, чĕкĕнтĕрĕ, çĕр улмийĕ – мĕн кирли пурте пур. Çĕрпе ĕçлеме мотоблок туяннă кил хуçи. Сухаламалли, акмалли, лартмалли хатĕрĕсене ăсталанă.
Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.
Ĕç çынна çĕклет, юлхав ÿкерет тесе ахаль каламан ĕнтĕ. Тăрăшуллă ĕçе пула ялта хисеплĕ Г. Мышкин. А. ИВАНОВА.