15 июля 2009 г.
Паян ял тăрăх администрацийĕсен вырăнти халăх пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва татса пама тивет. Çемьере чашăк-тирĕк «шакăртатсан» та, çурт-йĕр çавăрас, çĕр ыйтăвне пайăрлатас тата ыттипе те ял çынни чăн малтан вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕ патне утать е ун патне çырупа тухать. Кашни пĕчĕк ыйтупа район пуçлăхне е республика ертÿçине чăрмантараймастăн-çке... Халăх ыйтăвне тивĕçтерсе
Патăрьел ял тăрăхĕ районта чи пысăккисенчен пĕри. Район центрĕнче тĕрлĕ национальноçлă 5839 çын пурăнать. Ялта патшалăх çуртĕнче пурăнакансем те йышлă. Уйрăм хушма хуçалăх тытса пыракансем 993 çемье. Чылайăшĕ вĕсенчен хуçалăхра кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх усрать. Ялта ĕне кĕтĕвĕ виççĕ. Ленин, Комаров, Южный, Киров, Гагарин урамĕсенче пурăнакансен хăйсен уйрăм ушкăн. Майăн 13-мĕшĕнче шăпах çак урамсенчи ĕне-выльăх хуçисем Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А. Ялуков патне хăйсене пăшăрхантаракан пысăк ыйтупа тухнă. «Çуллахи вăхăтра кĕтÿ çÿретме вырăн пур, анчах выльăхсене ниçта та шыв ĕçме çук. Çавăнпа та Сăкăт çулĕн сылтăм енчи кĕтÿ çÿретмелли вырăнта пĕве тума пулăшу ыйтатпăр», – тенĕ çырура. 31 çын алă пуснă.
Ыйтăва кун йĕркинчен çухатман. Патăрьел ял тăрăх депутачĕсен йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн темиçе çул каялла пĕчĕк пĕве пулса татса кайнă вырăнтах «Спецстройкоммуникация» тулли мар яваплă обществăна явăçтарса ĕçе пикеннĕ. Кÿлĕрен тухакан тăпрана яла тирпей-илем кĕртме, халĕ Комаров урамĕпе саракан утма çул, аслă çул хĕррисене курăк акма тăкса пыраççĕ. Пулăхлă çĕрĕн пĕр кĕреçи те сая каймасть темелле. Унтан тухакан тăмне каллех çак тĕллевпех кирлĕ çĕре вырнаçтараççĕ.
– Ĕç кал-кал та тухăçлă пырать. Хăш-пĕр кунсенче тăпрана сакăр автомашинăпа турттаратпăр. А. Иванов экскаватора пĕр тикĕс ĕçлеттерет, А. Рубцовпа А. Шуряшкин рабочисем çĕр ĕçĕсене тирпейлесе тăраççĕ. Шыв юхăмĕ пĕвене татса ан кайтăр тесе виçĕ пысăк пăрăх хурса хăваратпăр, ăна лайăх çирĕплетсе çиеле бетон плита сарасшăн, – кĕскен паллаштарчĕç кунти ĕçсемпе Ю. Качанов прорабпа ĕçсене йĕркелесе пыракан Г. Уфукова.
– Пĕвене çителĕклĕ чавса тирпейленĕ хыççăн унăн çыранĕсене çирĕплетме йывăçсем лартăпăр. Каярахпа кунта пулăсем ярса ĕрчетес шухăш та пур. Хуçалăхра ĕне-выльăх усракан кашни çемье кĕтÿре пулă тытса та савăнтăр, – шухăша пĕтĕмлетрĕ ял тăрăх пуçлăхĕ А. Ялуков.
А. ЕГОРОВА.