18 июля 2009 г.
Юлашки вăхăтра уяр та шăрăх кунсем тăтăшрах пулчĕç. Шăпах çавăн пек чухне пушар тухас хăрушлăх пысăк. Акă, сăмахран, июлĕн 14-мĕшĕнче, ытларикун, ирхине виçĕ сехетре Çăл Атăкра пурăнакан çуртра пушар тухнă. Вут-çулăм вăйĕ пурне те парăнтарнă. Инкекре çурчĕ те, хуралтисем те çунса юрăхсăра тухнă. 50 пин тенкĕ ытла пурлăха кĕл купине çавăрнă. Вăл çеç те мар-ха, инкекре пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă.
Районти пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çакнашкал инкекре пилĕк çын çунса вилнĕ.