АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пÿртлĕсем чей ĕçеççĕ пылпала, хĕрлĕ çырласемпеле...

18 июля 2009 г.

Первомайски ял тăрăхне кĕрекен пысăках мар Пÿртлĕ ялне районта чылайăшĕ çитсе курман-тăр. Вĕсен ял хавалĕ хăйне евĕр ăрасна. Туслă йыш çар хĕсметне каякансене питĕ чыслă ăсатать. Мăйĕсенчен шурă алшăлли уртса янă çамрăксем ĕлĕкхи йăла-йĕркепех урамсемпе салтак юрри юрлаççĕ, нумай киле кĕрсе пил илеççĕ...

Килти хушма хуçалăхра ĕне-выльăх, чăх-чĕп чылай тытнисĕр пуçне Пÿртлĕсем пыл туса илес енĕпе те хастар ĕçлеççĕ. Пысăках мар Турикасра çеç, сăмахран, кил сиктерсе тенĕ евĕр вĕллесем тытаççĕ. Анаткаспа Шелттем кассинче, Çамрăксен урамĕнче те имлĕ-сиплĕ çимĕç туса илекенсем нумай. Урăхла каласан Пÿртлĕсем чей техĕмлĕ пылпала ĕçеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика