АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхне – хушма укçа

18 июля 2009 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин 2009 çулхи тата планпа пăхнă 2010, 2011 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен калакан саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен ыйту пăхса тухнă.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н. Смирнов хăйĕн докладĕнче республика бюджечĕн çĕнĕ калăпăшне палăртнă. Тупăшсене 2 млрд. та 142 млн. тенке, тăкаксене 1 млрд. та 621 млн. тенке çити ÿстерме палăртаççĕ. Бюджет дефицичĕ 571 тенкĕ таран чакать.

Республика ертÿçисем бюджета тата граждансене социаллă хÿтлĕх памалли программăсене пурнăçлассипе ăнăçлă ĕçленипе çапла тума май килнĕ.

Бюджетăн малаллахи улшăнăвĕсем пурнăçа тивĕçтерекен отрасльсем тата социаллă сферăна пулăшма тивĕçлĕ. Хушма тăкаксене ял хуçалăхне аталантарма ытларах яма палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика