АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мечетсем çумĕнче – ачасен лагерĕсем

18 июля 2009 г.

Кăçал Чăваш Республикинчи мечĕтсем çумĕнче ача-пăча канмалли 23 лагерь ĕçлет. Ку йăла 20-мĕш ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех пуçланнă. Чăваш Енри Мăсăльман тĕнĕн управленийĕн Председателĕ, Раççейĕн Аслă муфтийĕн пĕрремĕш çумĕ Альбир-хазрат Крганов аса илнĕ тăрăх, вăл 1991 çулта шакирд чухнех Шăнкăртам мечĕчĕ çумĕнче ачасен çуллахи лагерьне йĕркеленĕ.

Ачасен хисепĕ тĕрлĕ лагерьте тĕрлĕрен. Вĕсемпе имамсем куллен ĕçлеççĕ. Енчен те вĕсем ватăлăхпа ку ĕçе пурнăçлама пултараймаççĕ пулсан, унта медрессе студентсене ярать. А. Крганов шухăшĕпе çуллахи лагерь ачасене ытларах та ытларах кăсăклантарать. Вĕсем хăйсен ĕлĕкхи çăл куçĕсене пĕлесшĕн.

– Ку ĕç питĕ кирлĕ тесе шутлатăп, – тет А. Крганов. – Çамрăксене воспитани парса пурнăç çулне суйлама пулăшмалла. Паян эпир çамрăксене тĕн организацийĕсем çумĕнче вĕрентсе патшалăх паракан пĕлĕве анлăлататпăр çеç.

Шупашкарти «Булгар» мечĕт çумĕнче кăçал ачасен çуллахи лагерĕ пĕрремĕш хут ĕçлет. Унта çÿрекен 6-12 çулхи ачасем икĕ эрне хушши тĕн никĕсĕсене вĕренеççĕ, пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашаççĕ. Кунта вĕсене имам-наиб тата Мăсăльман тĕнĕн республикăри управленийĕн Председателĕн айăпланине пурнăçлас енĕпе ĕçлекен службăпа çыхăну тытакан çумĕ Ришат-хазрат Сайдашев вĕрентет.

Ачасене вĕренÿ çеç мар, йышлă экскурсисем те кĕтеççĕ.

Тепĕр çул çакăн йышши лагерь хула тулашĕнче те уçма палăртнă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика