18 июля 2009 г.
Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 57 статйипе, РФ налук Кодексĕн 3 стат-йин 1 пункчĕпе килĕшÿллĕн кашни çын саккунпа çирĕплетнĕ налуксемпе сборсене вăхăтра тÿлесе тăмалла. Ун пек чухне уйрăм çынсемпе хирĕçтăру та пулмĕ, район бюджечĕ те пуянланĕ. Хăш-пĕр налук тÿлекенсем вара пĕлсе тăрса, ăнланса саккуна парăм хăвачĕпе, ултавпа пăхăнтарма хăтланаççĕ. Шел пулин те, ултавăн ури яланах уксах, унпа инçех каяймăн.
Хальхи вăхăтра килти хуçалăхра автотранспорт тытакансем çулсеренех ÿссе пыраççĕ. Паян та вĕсем сакăр пине яхăн. Паллах, транспорт тытакансенчен чылайăшĕ Раççей Федерацийĕн Конституци тивĕçне пурнăçласа транспорт налукне вăхăтра тÿлесе пыраççĕ. Хăшĕ-пĕри вара ăна пĕле тăркач сĕмсĕррĕн пăсать. Патăрьел районĕпе июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне транспорт налукĕпе парăм пĕр миллион та 703 пин тенке çитнĕ. Хура списока çакланнă 22 çын бюджета вуншар, çирĕмшер пин тенкĕ парса çитереймен. Вĕсем шутне Сăкăтри В. Яковлевпа А. Чермасов, Ыхра Çырминчи М. Шарипов, Р. Санзяпов, Треньелĕнчи Э. Думилинпа Ю. Эльмуков, Кивĕ Ахпÿртри А. Логунов, Пăлакассинчи В. Комаров, Шăнкăртамри И. Пезей, К. Шамсутдинов, Г. Багаутдинова, Ф. Хисамутдинов, Тăрăнти Ф. Кошкин, Вăтаелĕнчи Е. Машина, Еншикри В. Урмаков, Алманчăри С. Краснов, Çĕнĕ Ахпÿртри Г. Максеев, Каншелĕнчи А. Михайлов, Кзыл Камышри Э. Пуня, Тикешри В. Петрухин, Патăрьелĕнчи С. Козлов кĕреççĕ.
Г. ФИЛИППОВ,
Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕн ертÿçин çумĕ.
Г. АВКИ,
районти суд приставĕ.